"Лапландипе" программа вĕçленмĕ

29 Раштав, 2015

Çĕнĕ çул умĕн республика ертÿлĕхĕ Шупашкарта пурăнакансене черетлĕ парне кÿчĕ - "Финская долина" микрорайонта "Лапланди" ятпа 204-мĕш ача сачĕ уçрĕ. 10 ушкăнлăх хăтланă садике 220 ача çÿреме пултарать. Вĕренÿ çĕнĕ çуртне хута янă май хулари Кăнтăр-Хĕвел анăç районĕнче шкул ÿсĕмне çитменнисене пĕлÿ пама вырнаçтарас енĕпе йĕркеленнĕ черет кĕскелесси куçкĕрет.

Асăннă микрорайон стрительстви вăраха кайнăран унăн пуласлăхĕ тĕтреллĕччĕ. Телее, хула администрацийĕ çуртсем хăтлассине малалла яма тăрăшать. Муниципалитетăн тин кăна уçăлнă ача сачĕ - инфратытăм об<екчĕ аталаннин кăтартăвĕсенчен пĕри.

Садике уçассине халалланă савăнăçлă пухăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Министсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăнчĕç. Михаил Васильевич 2012 çултанпа Шупашкарта шкулчченхи вĕренÿ 16 организацийĕ /"Лапландие" шута илсен/ уçăлнине пĕлтерчĕ. Ун умĕн вара хулара 20 çула яхăн пĕр садик та туман.

Асăннă об<ектпа ача сачĕсен строительствин программи вĕçленмест. Çывăх вăхăтрах хула администрацийĕ Алькеш поселокĕнче, Калинин районĕнче çĕнĕ садиксем хута ярасшăн.

Рубрика: