Лагерьсене тĕрĕсленĕ

30 Çĕртме, 2015

Ачасен сывлăхне çирĕплетмелли çуллахи кампание ирттерес ыйтусене РФ Президенчĕн ФАОри полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тĕрĕслесех тăрать. Июнь уйăхĕнче Чăваш Енри çакнашкал темиçе объектра планпа палăртман тĕрĕслевсем ирттернĕ.

Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕн аппарачĕ тĕрĕслев-надзор тата регионăн ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсемпе пĕрле "Утес" санаторире /150 ача канать/ тата "Белые камни" центрта /450 ача/ пушар хăрушсăрлăхне, санитари-эпидемиологи требованийĕсене мĕнле пăхăннине, апатланăва тата медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине еплерех йĕркеленине тĕрĕсленĕ. Пушар сÿнтермелли хатĕрсен тата сигнализаци юсавлăхĕпе те кăсăкланнă. Икĕ учрежденире те пушара хирĕçле инструктажа персоналпа ячĕшĕн ирттернине çирĕплетнĕ, çакна ĕçлекенсем огнетушительпе усă курма пĕлменни кăтартса панă. Тепĕр çитменлĕх - хăшпĕр çĕрте эвакуаци алăкĕсене çăрапах питĕрнĕ, апла тума юрамасть.

Роспотребнадзор управленийĕн представителĕсен те асăрхаттарусем тупăннă. Тĕслĕхрен, "Утесра" пурăнмалли корпуссене тирпейлĕрех тытмаллине тата çутă ытларах кирлине палăртнă. Апат-çимĕç блокĕнче савăт-сапа çумалли инструкцие пăснине асăрханă, персоналпа ăнлантару ĕçĕ ирттернĕ.

"Белые камни" центрта пурăнмалли корпуссене канакан ачасен шутне кура санузелсемпе çителĕклĕ тивĕçтерменни сисĕннĕ. Комиссие ача-пăча лагерĕн территорийĕнче ют çынсем çÿрени те сисчĕвлентернĕ.

Тĕрĕслекенсем асăннă лагерьсен территорийĕсенче кĕçĕн çулти ачасем валли вăйă лаптăкĕсем çуккине палăртнă. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх учрежденисен ертÿçисене çитменлĕхсене пĕтерме сĕннĕ, çак ĕçсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслев-надзор органĕсем сăнасах тăрĕç, федерацин тĕп инспекторĕн аппаратне информаци парĕç.

М.ВАСИЛЬЕВА.

Рубрика: