Кÿкеçре те 1миллион тенкĕ парĕç

11 Нарăс, 2016

«Земство тухтăрĕ» федераци программи Чăваш Енре 2012 çултанпа пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн, ял-салари больницăсене ĕçлеме каякан çамрăк тухтăрсем 1 миллион тенке тивĕçеççĕ.

Ку таранччен Шупашкар районĕнчи тĕп больница ку категорие кĕмен. Кăçалтан вара «Земство тухтăрĕ» программăна вăл та хутшăнĕ. Малашне Кÿкеç поселокĕнче вырнаçнă больницăна ĕçлеме килекен çамрăк специалистсем те 1 миллион тенкĕ илме пултарĕç. Программа условийĕпе килĕшÿллĕн, вĕсен унта 5 çул вăй хума тивĕ.

Рубрика: