Кушака тапнăшăн

29 Юпа, 2015

Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Улатăр хулинчи Пĕрремĕш май урамĕнчи пĕр çурт хваттерĕнче 66 çулти арçын виллине тупнă. Ăна вĕлерни палăрнăран йĕрке хуралçисем çийĕнчех уголовлă ĕç пуçарнă.

Тискер преступление хваттер хуçи, çут тĕнчерен кайнă арçыннăн тантăшĕ, тунă тесе шухăшлаççĕ. Пĕрремĕш хут ыйтса тĕпченĕ вăхăтра вăл следовательсен умĕнче хăйĕн айăпне йышăннă. Официаллă верси çапларах: çÿлерех асăннă каçхине кил хуçи лайăх палламан арçынпа эрех ĕçнĕ, хайхискерсем харкашса кайнă. Унччен те пулман - хваттер хуçи хăнана кăкăрĕ, мăйĕ тĕлĕнчен çĕçĕпе сĕрнĕ. Тивĕçлĕ канури арçыннăн чĕри çавăнтах тапма чарăннă. Çакна курнă кил хуçи кÿрши патне каçнă, хăйĕн хваттерĕнче ют çын вилли выртнине пĕлтерсе полицие шăнкăравлама ыйтнă. Йĕрке хуралçисем вăл вĕлернине тавçăрсан харкашу мĕншĕн тухнине пытарман кил хуçи: хăна унăн юратнă кушакне тапнă иккен. Ĕç-пуçа малалла тишкереççĕ.

Рубрика: