Курав малалла пырать
6 Oct, 2016

Мускавра Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕн территорийĕнче пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне-2016» агропромышленноç выставки уçăлнине, унта ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе кайнă делегаци те хутшăннине «Хыпар» пĕлтернĕччĕ.

Кăçалхипе вунсаккăрмĕш хут иртекен форума Раççейри 63 регион, Абхази, Беларуç, Украина, Германи, Итали, Аслă Британи, Нидерланды, Япони представителĕсем пуçтарăннă. Унта хамăр çĕршывра ял хуçалăхĕ валли туса кăларакан çĕнĕ техникăпа, оборудованипе, выльăх-чĕрлĕх валли кăларакан çĕнĕ йышши апат хутăшĕсемпе, ветеринари препарачĕсемпе паллаштарнă. 220 ытла ăратлă выльăх- чĕрлĕх, мамăк тирлĕ чĕрчун, чăх-чĕп кăтартнă.

«Ылтăн кĕркуннен» ĕçлĕ программи анлă: тăватă кун хушшинче ял хуçалăх специалисчĕсем валли 40 ытла мероприяти ирттерме палăртнă.

Куравăн «Раççей регионĕсем» пайĕнче федераци субћекчĕсен пĕрлехи экспозицийĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Регионсен инвестици илĕртÿлĕхне кăтартасси — вĕсен тĕп тĕллевĕ. Кунта ял хуçалăхĕнче ĕçе кĕртнĕ программăсемпе паллашма пулать.

Инвесторсене производствăна явăçтарас тĕллевпе регионсем 200 ытла проект илсе килнĕ. Куравра 19 отрасльте ĕçлекенсен конкурсне пĕтĕмлетеççĕ. АПКри чи лайăх предприятисемпе организацисене паха апат-çимĕç туса кăларнăшăн, ăратлă выльăх-чĕрлĕх çитĕнтернĕшĕн, тĕштыррăн çĕнĕ сортне шухăшласа кăларнăшăн, ял хуçалăх культурисен гибричĕсене çитĕнтернĕшĕн хавхалантараççĕ.

Аграрисен çулсерен иртекен тĕп уявне РФ Правительствин Председателĕпе Дмитрий Медведевпа РФ ял хуçалăх министрĕ Александр Ткачев уçнă.