Куракансăрах юрланă, ташланă

15 Кăрлач, 2016

Кивĕ çĕнĕ çул каçне артистсем авалтанпах кăсăклă ирттернĕ. Хăйсен чĕлхипе «капустник» теççĕ ăна. Чăваш Ен Театр ĕçченĕсен союзĕн пуçарăвĕпе çак кун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче актер тата режиссер ĕçĕсен XIV республика конкурсĕ те иртрĕ.

«Капустник» пирки самантлăха чарăнса тăрар-ха. Икĕ ĕмĕр каялла Аслă типĕ вăхăтĕнче курав учрежденийĕсем, çав шутра театрсем те, ĕçлемен. Паллах, типĕре ашран, сĕтрен хатĕрленĕ апат çимен. Çапла майпа иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче Мускав художество театрĕнче хăйне майлă пулăм иртнĕ. Аслă типĕ каçĕнче апата пур актер та пухăннă, пысăк сĕтел çине купăстаран хатĕрленĕ кукăль лартнă. Вĕсем куракансемсĕрех юрланă, ташланă, сăвă вуланă... Çак йăлана паянхи кунчченех тытса пыраççĕ илемлĕх хуçисем.

Мĕн тетĕр? Хальхинче те артистсем ĕçсĕр лармарĕç, куракансен вырăнĕнче пулмарĕç. Чăваш патшалăх пукане театрĕн коллективĕ уйрăмах хастарлăх кăтартрĕ. Уяв илемĕшĕн вăл шăпах кăçал яваплă пулчĕ. Хĕл Мучипе Юр Пике те вĕсен йышĕнченех тухрĕç. Уява пынисене ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Константин Яковлев, ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ, Чăваш халăх артисчĕ Геннадий Медведев, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев саламларĕç.

Константин Геннадиевич артистсен ячĕпе ăшă, ырă сăмах каланисĕр пуçне юбилярсем çинчен те манмарĕ: сцена çăлтăрĕсене - Любовь Федоровăна, Иван Иванова /Чăваш театрĕ/, çавăн пекех Ольга Серегинăна, Зинаида Корчаковăна /Оперăпа балет театрĕ/ - чечек çыххи пачĕ. Геннадий Павлович та пушă алăпа пыман: чылай артиста Театр ĕçченĕсен союзĕн Тав хучĕпе наградăларĕ.

Конкурс пирки вара çакна каланă пулăттăм: питĕ кирлĕ вăл. Драма актерĕсен юрлас ăсталăхĕ кашнинчех тĕлĕнтернĕ, хальхинче те çаплах пулчĕ. Сăмахран, Чăваш театрĕнчи Анна Кудряшовăн, Надежда Кузьминан ĕçĕсем хăйнеевĕрлĕ пĕчĕк спектакль пек «пиçсе» тухрĕç.

Асăннă театрти Александр Демидовпа Алексей Степанов вара «Яблочко» ташăпа савăнтарчĕç. Вĕсемех конкурс çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç. Культура училищин студентки Василиса Иванова Федор Абрамовăн «Прилетели лебеди» хайлавĕн сыпăкне вуласа виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Анна Кудряшовăпа Надежда Кузьмина - иккĕмĕшсем.

Пĕтĕмлетÿллĕ сăмахăм çакă: питĕ кирлĕ пире кунашкал конкурссем. Драма актерĕсен ăсталăхне ÿстерме те, пирĕн тавракурăма пуянлатма та.

Надежда СМИРНОВА,

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем

Рубрика: