КУПĂСТА - С ВИТАМИН ÇĂЛКУÇĔ

25 Чÿк, 2015

Купăстара хырăмлăх язвине ÿт илме тата вăл аталанасран хÿтĕлеме пулăшакан хăйне евĕр U витамин пур. Çавăн пекех вăл С витамин виçипе лидер шутланать. Çимĕçре бета-каротин, В ушкăнри витаминсем, фитонцидсем, ферментсем, органика йÿçекĕсем, сывлăхшăн пĕлтерĕшлĕ минералсем - марганец, тимĕр, фосфор, кальци, кали - нумай. Унпа тĕрлĕ чиртен сипленнĕ чухне те усă кураççĕ.

Ÿслĕк

Тахçанхи ÿслĕкрен тата манка тухасси йывăрланнă чухне купăста сĕткенĕ пулăшать. Çулçисене аш арманĕпе авăртмалла та сĕткенне пăчăртаса юхтармалла. Сĕткен кăларакан хатĕрпе усă курма та пулать. 1 стакан сĕткене 1 чей кашăкĕ пыл хушмалла. Кунне 5 хут апат хыççăн 3-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Çак хутăш ÿслĕкрен хăтарнипе пĕрлех температурăна та чакарать.

Сиплеве компреспа пуянлатма май пур. Купăста çулçине сĕткенĕ лайăхрах тухма темиçе тĕлтен кăштах касмалла, çÿхе сийпе пыл сĕрмелле, кăкăр кăшкарĕ çине бронхсем тĕлне /чĕре тĕлне хупламасăр/ хумалла. Пергамент хучĕпе витмелле, ăшă шарфпа е тутăрпа çыхмалла. Компреса 1-2 сехет тытмалла. Процедурăна çы-вăрма выртас умĕн виçĕ каç тумалла.

Ÿслĕк питĕ вăйлă пулсан компреса çурăм çине те хума пулать.

Мастопати

Кăкăр парĕн мастопатийĕ чухне те çакăн пек компресс питĕ витĕмлĕ. Пыл сĕрнĕ купăста çулçине кашни кун çĕннипе улăштарса хумалла. Кăкăр çинчен илмесĕр икĕ эрне çÿремелле. Ăна лейкопластырьпе çирĕплетмелле.

Артроз

Сыпăсем ыратнине купăста сĕткенĕ ирттерет. Унпа пысăк мар çăм пусма татăкне лачкасах йĕпетмелле, чирлĕ сыпă çине хурса пленкăпа витмелле, шарфпа чĕркемелле. Процедурăна хытă ыратма пуçласан çĕрлене хирĕç тумалла.

Купăста сĕткенне сивĕ вырăнта виçĕ талăкчен упрама юрать. Кайран вăл сиплĕхне çухатать.

Купăста-пыл компресĕпе те усă курма пулать. Ăна ыратакан сыпă çине каçхине хурса çаплах çĕр каçмалла. Полиэтиленпа тата çăм шарфпа чĕркени ăшăтакан витĕме вăйлатать. Курс - пĕр уйăх кашни кун.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.