Кунта ачасем çĕнтерме хăнăхаççĕ

29 Çĕртме, 2016

Çамрăк армееецсен "Зарница" тата "Орленок" вăййисем çуллен Чăваш Енри чи хастар та çаврăнăçуллă ачасемпе çул çитмен çамрăксене пĕрле пухаççĕ.

Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче Патăрьел тăрăхĕнчи Хĕвеллĕ уçланкă палаткăсемпе тулчĕ — 800 ытла çамрăк армеец республикăра 48-мĕш хут иртекен вăйăсен финалне пухăнчĕç. Ăмăрту уçăлнине халалланă уява /вăл çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртрĕ/ сумлă хăнасем йышлăн килсе çитрĕç — Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин минстрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова, Чăваш Республикин çар комиссарĕ Александр Мокрушин, Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ыттисем. Йăлана кĕнĕ пекех, асăннă мероприятие ĕç ветеранĕсем, хĕрÿ хирĕçтăрусенче пулнисем хутшăнчĕç.

— Çар-патриот вăййисем — ăс-тăн тата вăй-хал тĕлĕшпе ăмăртни кăна мар, йывăрлăха парăнтарма, çĕнтерÿ патне ăнтăлма хăнăхни те. Çакнашкал пахалăхсем пулас салтаксене уйрăмах кирлĕ, — çамрăк армеецсене саламланă май палăртрĕ Светлана Владимировна.

Вĕренÿ министерстви çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парас ĕçре "Зарницăпа" "Орленокăн" витĕмĕ пĕлтерĕшлине кура кăçалхи ăмăрту конкурсĕсен йышне çĕнĕлĕх кĕртнĕ: ачасем Чăваш Ен тата Раççей гимнĕсене еплерех пĕлнине те кăтартса пачĕç.

Çамрăк армеецсен финал вăййисем утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленеççĕ.

Влада МИРСКАЯ