Кунашкалли педагогшăн килĕшÿсĕр

20 Çу, 2015

Пăтăрмахлă çак ĕç-пуç çинчен центрти телекуравпах пĕлтернĕччĕ те - хăй вăхăтĕнче самай пысăк шăв-шав çĕкленĕччĕ. Халь ав суд та уголовлă ĕçе тишкерсе хăйĕн вердиктне пĕлтернĕ. Чăн та, приговор саккунлă вăя кĕмен-ха.

Елчĕк районĕн сучĕн приговорĕпе Комсомольскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкулăн пуçламăш классене пĕлÿ паракан 28 çулти вĕрентекенне Уголовлă кодексăн икĕ статйипе - çул çитмен хĕрачана асаплантарнăшăн тата педагог çул çитменнисене воспитани парас тĕлĕшпе хăйĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаншăн, вĕсемпе киревсĕр пулнăшăн - айăпланă. Çамрăк хĕрарăма виçĕ çуллăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварса 50 пин тенкĕлĕх штрафланă. Унсăр пуçне ăна 2 çуллăха педагогикăра ĕçлеме чарнă.

Аса илтерер: 2013 çулхи февральтен пуçласа пĕлтĕрхи май уйăхĕччен çак вĕрентекен хăй пĕлÿ паракан ачасем тĕлĕшпе юрăхсăр, педагогикăпа çыхăнман меслетсемпе усă курнă - вăйпа, çавăн пекех психика енĕпе витĕм кÿнĕ. Шар курнисем - пурте пĕр класра вĕренекенсем: малтан - 1-мĕш, унтан 2-мĕш классенче вĕреннĕ. Пĕррехинче учительница ача çăварне скотчпа çыпăçтарнă, икĕ хĕрачана çÿçĕнчен туртнă, пиллĕкĕшĕн çамкисем çине килти ĕçсене пурнăçламаншăн, ытти айăпшăн хĕрлĕ чернилпа çыракан ручкăпа «2» паллă лартса панă. Тепрехинче 2-мĕш классене урок тăршшĕпех çыру ĕçне ура çинче тăрса пурнăçлаттарнă. Унсăр пуçне вăл ачасем çине алă çĕклеме те именмен: килти ĕçсене пурнăçласа килменшĕн, йăнăшсемшĕн аллипе те çапнă, линейкăпа та хăмсарнă. Ачасенчен пĕрне вара пиçиххи те лекнĕ.

Ачасен прависене хÿтĕлес тĕллевпе следователь ыйтнипе суд уголовлă ĕç пуçарнă хыççăнах вĕрентекене вăхăтлăха должноçран хăтарнă. Унсăр пуçне следстви вăхăтĕнче республикăн вĕрентÿ органĕсене, Комсомольски район администрацине тивĕçлĕ представленисем çырнă. Вĕсене тишкернĕ май шкул директорне ĕçрен хăтарнă, унăн воспитанишĕн яваплă заместительне выговор панă.

 

К.НИКОЛАЕВ

Рубрика: 
Автор: