Кун йĕркинче - кулленхи ыйтусем
22 Feb, 2017

Министрсен Кабинечĕн нарăсăн 22-мĕшĕнче иртнĕ ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене çул-йĕрпе транспортăн çĕнĕ министрĕпе паллаштарнинчен пуçларĕ. Вăл - Владимир Иванов, халĕччен Предпринимательсен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй пулнăскер. Бизнес хӳтĕлевçинче ăнăçлă ĕçленине палăртнă май Михаил Васильевич ăна çĕнĕ должноçра та çавăн пекех тухăçлă ĕçпе палăрма сунчĕ.

Кун йĕркинчи ыйтусене илес-тĕк - Правительство потребитель карçинккин çĕнĕ виçине çирĕплетрĕ, вăл 50 тенкĕ патнелле пĕчĕкленет. Универсаллă электрон карточки çинчен калакан саккун вăйне çухатнине çирĕплетрĕç, çапла вара УЭКсем те çаврăнăшран тухаççĕ. Ачасем садике çӳренĕшĕн ашшĕ-амăшĕ тӳлекен виçе 5,6 процент пысăкланассине, пĕлтĕрхи 4-мĕш кварталшăн çын пуçне пурăнма кирлĕ виçе 30 тенкĕ чакассине ырларĕç, ытти ыйтăва татса пачĕç.

Н.КОНОВАЛОВ.

 

Комментари хушас