Кун йĕркинче – çурт-йĕр юсавĕн ыйтăвĕсем

1 Раштав, 2016

Пурăнмалли çурт-йĕрĕн капиталлă юсавĕ валли укçа пухассипе, юсав ĕçĕсене пурнăçлассипе çыхăннă ĕçсем тĕпрен илсен ăнăçлă пурнăçланаççĕ. Çакăн çинчен республикăн строительство министрĕн заместителĕ Максим Иванов нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсас ыйтусемпе журналистсем валли ирттернĕ пресс-конференцире пĕлтерчĕ.

Вăлах массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕн программине пурнăçламалли тĕп тапхăрсемпе паллаштарчĕ. Палăртни вырăнлă: ЖКХ фончĕ пĕтĕмлетнĕ рейтинг кăтартăвĕсем тăрăх — Чăваш Республики капиталлă юсав программине пурнăçлас тĕлĕшпе Раççейĕн малти виçĕ субъекчĕн шутне кĕнĕ.

Капиталлă юсав фончĕн генеральнăй директорĕ Олимпиада Епифанова аса илтернĕ тăрăх — хваттерсен хуçисен пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсама укçа хывмалли тивĕçĕ 2014 çулхи раштавра çуралнă. Малтан кăмăлсăррисем нумайччĕ, анчах халь граждансен программа тĕлĕшпе ăнланман ыйтусем сахал. Паян юсав валли укçа хывмалла-и текен ыйту çуралмасть ĕнтĕ. Республикăра çак тÿлевсене пухассин пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ 90% урлă каçнă. Ку енĕпе лидерсен шутĕнче — Шупашкар тата Канаш хулисем, Пăрачкав тата Вăрмар районĕсем. Таблица вĕçĕнчи муниципалитетсем — Улатăрпа Çĕмĕрле районĕсем, унта халăхран укçа пухасси «уксахлать».

Олимпиада Ивановна паян хваттерсен хуçисене ытларах хăйсен çурчĕсене хăçан тĕпрен юсасси, юсав ĕçĕсен пахалăхĕ интереслентерет. Çапах, калăпăр, тÿлев мелĕсем тĕлĕшпе те ыйтусем пур. Сăмахран, авăн уйăхĕнче кăна Капиталлă юсав фондне çынсем квитанципе йăнăшпа куçарнă укçана тавăрса пама ыйтса сакăр теçетке заявлени çырса панă. Юпа уйăхĕнче çак цифра кăшт ÿснĕ, чÿк уйăхĕнче вара 107 çитнĕ. Акă мĕншĕн фонд ертÿçи граждансене укçа тÿличчен малтан квитанцири тÿлев шучĕн цифрисене тимлĕ пăхма сĕнет. Паллах, йăнăшпа куçарнă укçа та çухалмасть, анчах ăна каялла тавăрмашкăн вăхăт кирлĕ-çке.

Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн управляющийĕн заместителĕ Вячеслав Иванов, «ИНСОЦ» ООО директорĕн заместителĕ Денис Титарчук капиталлă юсав укçине тÿлемелли мелсем çинчен каласа пачĕç. Ку енĕпе те çĕнĕлĕх чылай, вĕсем граждансем çурт-йĕре юсама укçа куçарассине меллĕрех тума пулăшаççĕ, йăнăшсенчен сыхланма май параççĕ.

Н.ДМИТРИЕВ