Кун хыççăн кун. Нарăс 4

4 Нарăс, 2014

Конкурса пĕтĕмлетнĕ

Куславкка районĕнче хушма пĕлÿ паракан педагогсен «Ачасене чĕреме паратăп» конкурсне пĕтĕмлетнĕ. 2010 çултанпа иртекен конкурса 11 вĕрентекен хутшăннă.

Вĕсем жюрие эссе евĕр çырнă хайлавĕсемпе, вĕренÿ программисемпе тата ĕçре усă куракан меслетсемпе паллаштарнă. Çĕнтерÿçĕсене тăватă номинацире палăртнă. Ăста ÿнерçĕсен ушкăнĕнче Куславккари ача-пăча аталану центрĕн ĕçченĕ, «Ылтăн арча» кружокра ачасене ал ĕç ăсталăхне вĕрентекен Светлана Сидякова мала тухнă. Унăн ĕçтешĕ, «Телейлĕ ачалăх» пултарулăх пĕрлешĕвĕн ертÿçи Лариса Мотова «Культура» номинацире диплома тивĕçнĕ. Хулари ача-пăча центрĕн педагогне Ираида Ларионовăна вĕренекенĕсем туризмпа тавра пĕлÿ енĕпе хастар пулни конкурсра çĕнтерме пулăшнă. Тĕрлемес вăтам шкулĕн учителĕ Елена Васильева тата унăн çамрăк экологĕсем тăван тавралăх тасалăхĕшĕн чунне пама хатĕр.

Е.АНДРЕЕВ.

 

Çĕнĕ фестиваль

Тĕн юррисене аталантарас, çамрăксене культурăпа чĕмлĕх воспитанийĕ парас тĕллевпе Патăрьел районĕнчи Тăрăн ялĕнче «Ĕненÿ. Шанчăк. Юрату» пултарулăх ушкăнĕсен фестивалĕ пулнă.

Вăл асăннă ялти Çветтуй Николай чиркĕвĕн игуменĕ Серафим пилленипе иртнĕ. Ăна Патăрьелти 1-мĕш пĕлÿ çурчĕн математика вĕрентекенĕ, чиркÿ çумĕнчи вырсарни шкулĕн ертÿçи Лидия Илихметова пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.

Асăннă фестиваль девизĕ - «Пурне те ырăлăх кÿмелле!» Мероприятие Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К.Михеев уçнă, пурне те ăнăçу, çирĕп сывлăх суннă. Тăрăн, Аслă Арапуç ял тăрăхĕсенчи, Турханти вырсарни, Патăрьелти ачасен искусство тата 1-мĕш шкулти пултарулăх ушкăнĕсем, Кĕçĕн Патăрьелти методика центрĕ çумĕнчи «Мария» ансамбль юрри-кĕввине куракансем ăшшăн йышăннă. Тăрăнти Леонид Лялькинăн тĕн, ыр кăмăллăх пирки çырнă сăввисене уйрăмах тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнĕ. Юлашкинчен пултарулăх ушкăнĕсен ертÿçисене парнесемпе чысланă, ачасемпе çамрăксене вара пылак çимĕç тивĕçнĕ.

А.ГРОМОВА.

 

Поэта сума суса

Кăçал Иван Ивник çуралнăранпа 100 çул çитет. Çавна май Вăрнар районĕнчи Туçи Мăрат шкулĕнче çав куна халалласа пысăк мероприяти ирттерме палăртаççĕ.

Халĕ вара чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Миронова ертсе пынипе ачасемпе çамрăксем Иван Ивник кĕнекисене вулаççĕ, ун çинчен çырнă материалсене пухаççĕ. Ку ĕçе Çавалкасси ялĕнчи вулавăш ĕçченĕсем те хутшăнаççĕ.

Иван Ивник сасси тăван литературăра иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче илтĕнме тытăннă. Çырма вăл фельетонсемпе пĕчĕк калавсенчен пуçланă. Чи малтанхи хайлавĕсем «Капкăн» журналта пичетленнĕ.

Иван Николаевич 1914 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕнче Вăрнар тăрăхĕнчи Çавалкасси ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Пулас сăвăç ялти шкултан вĕренсе тухнă, 1928-1931 çулсенче Шупашкарти педагогика техникумĕнче ăс пухнă. Çавăн чухнех чăвашсен паллă çыравçисемпе паллашса туслашнă. Вăл уйрăмах «Капкăн» журналпа тачă çыхăну тытнă.

Унăн чи паллă хайлавĕсем: «Павлик Морозов», «Киркка Иленĕ», «Чемей пăлхавĕ» поэмăсем тата «Телей çулĕ» сăвăлла юмах. Ивник А.Пушкин, М.Лермонтов, М.Горький, В.Маяковский, С.Есенин ĕçĕсене чăвашла куçарса пичетленĕ. Вăл чăваш литературинче ытларах лирика хайлавĕсемпе палăрнă.

Р.ИВАНОВА.

 

Пирĕннисем - чемпионсем

Пензăра сетокан енĕпе федерацин Атăлçи округĕн чемпионачĕ иртнĕ. Йăлана кĕнĕ ăмăртура кăçал 12 регионти 400 ытла каратист вăй виçнĕ. Унтан Чăваш Ен спортсменĕсем те пушă алăпа таврăнман.

Чемпионата Шупашкарти «Будокан» тата «Коршун» спорт клубĕсен воспитанникĕсем хутшăннă. Кумите енĕпе пĕлтĕрхи чемпион Александр Авакумов çĕнтернĕ. Çав ушкăнрах Владимир Кимпа Игорь Петров виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Ăмăртура çамрăк каратистсене те ăнăçнă. Акă хулари 1-мĕш шкулта 2-мĕш класра вĕренекен Александр Максимов 8 çулти ачасен йышĕнче пухмача икĕ «ылтăнпа» пуянлатнă. Çавăн пекех хăйсен виçисенче Никита Беловощевпа Николай Головин тата ыттисем мала тухнă. Хĕр ачасенчен 8-ти Рамиля Филиппова тата 13-ри Александра Зверева пьедестал çине хăпарнă. Пензăра пирĕн спортсменсем пурĕ 15 медаль çĕнсе илнĕ. Пысăк кăтартупа палăрнисем пуш уйăхĕнче Мускавра иртекен çĕр-шыв чемпионатне хутшăнĕç.

А.МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.