Кун хыççăн кун. Кăрлач 16.

Актерсен Раштав каçĕ

Раштавăн 13-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче актерсен «капустникĕн» Раштаври каçĕ иртнĕ. Ăна çулсеренех Чăваш Республикин Театр ĕçченĕсен союзĕ йĕркелет. Унта Чăваш Енри паллă театр ушкăнĕсем пухăннă.

Мероприятие ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов, артистсем, илемлĕх ертÿçисем, директорсем, театр ĕçченĕсем, сцена ветеранĕсем хутшăннă. Вадим Петрович пухăннисене Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсемпе саламланă, пултарулăхра çĕнĕ çитĕнÿсем суннă. Чăваш Енри Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Медведев чи маттуррисене, чи пуçаруллисене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Театр ĕçченĕсен союзĕсен Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе чысланă. Геннадий Медведев Раççей Федерацийĕн Театр ĕçченĕсен союзне тин кăна илнĕ Оперăпа балет театрĕн солисчĕсене Андрей Николаевпа Андрей Михайлова, хор артисчĕсене Елена Корженкăна, Наталья Дзенскевича, Мария Ильичевăна ăшшăн саламланă. Унтан театр ушкăнĕсем пĕр-пĕрне пысăках мар «сценкăсемпе» савăнтарнă, каярах ташă каçĕ пуçланнă.

Р.ИВАНОВА.

 

Фестивале хатĕрленеççĕ

Халăх пултарулăхне аталантарас тĕллевпе Элĕк районĕнче «Пехиллĕ тăван тăрăх!» халăх пултарулăхĕн фестивалĕ иртет. Ăна Чăваш халăх артисчĕ, Чăваш музыка театрĕн пуçаруçи Б.С.Марков çуралнăранпа 90 çул çитнине тата Культура çулталăкне халалланă.

Район фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрĕ кăрлачăн 24-мĕшĕнчен пуçласа пушăн 1-мĕшĕччен ялсенче пулĕ. Унта вырăнти артистсен коллективĕсем, пултарулăх пĕрлĕхĕсем хутшăнĕç. Фестиваль программипе килĕшÿллĕн ачасен пултарулăх ушкăнĕсен «Черчен чечексем», «Пĕчĕк çеç путене», «Уçă саслă ачалăх» конкурсĕсем иртĕç. Çавăн пекех чăваш тĕррин ăстисем те хăйне евĕр ăмăртура «вăй виçĕç».

Р.АНАТОЛЬЕВА.

 

Телекурав - информацин тĕп çăл куçĕ

Чăваш Енре пурăнакансенчен ытларахăшĕшĕн (89,9 процент) телекурав - информаци çăл куçĕ шутланать. Çапла çирĕплетет Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ ирттернĕ социологи тĕпчевĕ.

Иккĕмĕш вырăнта - Интернет. Ăна ыйтăма хутшăннисен 58,5 проценчĕ кăмăллать. Чăваш Республикинчи халăхăн 57,3 проценчĕ вара хыпар-хăнара хаçатсенчен пĕлет. Тăваттăмĕш вырăнта - радио. Ăна респондентсен 47,2 проценчĕ юратса итлет. Республикăра пурăнакансен 75 проценчĕ (18-24 çултисем) куллен Интернетпа усă курать. Аслă ăру çыннисем вара массăллă информаци хатĕрĕсенех ?телекурав, радио тата хаçатсем% мала хураççĕ. Сăмахран, 55 çулран аслăраххисен йышĕнче 85 проценчĕ кунсерен телевизор пăхать. Радио итлекенсен хисепĕ 41 процентпа танлашать. 28,9 проценчĕ вара хаçат-журнал вулать.

Республика çыннисем регионти хаçатсене те, Раççейĕн тĕп хулинче пичетленекеннисене те ăша хываççĕ. «Эсир мĕнле хаçатсене вулатăр/» ыйтăва 44,1 проценчĕ «вĕсене те, кусене те» тесе хуравланă. Çав вăхăтрах вырăнти хаçатсене вулакан йышĕ ÿсни куç кĕрет. Енчен те 2011 çулта республика тата район хаçачĕсене ыйтăма хутшăннисен 18,5 проценчĕ вуланă тăк, 2013 çулта 25,7 проценчĕ вырăнти хыпарсемпе паллашма кăмăлланине пĕлтернĕ. Палăртмалла: тĕпчеве пĕлтĕр çурла-авăн уйăхĕсенче ирттернĕ. Социологсем хуласемпе районсенчи 620 çынран ыйтса пĕлнĕ.

А.ГРОМОВА.

 

«Йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва чĕнет

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» - çĕр-шыври чи пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятийĕ. ЧР Физкультурăпа спорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи ăмăртăва нарăсăн 2-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.

Пĕлтĕр Чăваш Енри чупăва 48 пин çын хутшăннă, тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» паркри старта 12 пин йĕлтĕрçĕ тухнă. 1982 çулта ирттерме тытăннă ăмăртура халăх йышĕ çултан çул ÿссе пырать. Юлашки вăхăтра Пĕтĕм Раççейри спорт уявне миллион ытла çын хутшăнать. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа спортпа туслаштарас тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарас тĕллевпе йĕркелекен йăлана йĕнĕ ăмăртăва яланхи пекех предприяти-организаци, влаç органĕсен ведомствисен ертÿçисем VIP-чупăва тухĕç.

А.МИХАЙЛОВ.