Культура учрежденийĕсене те юсĕç
14 Ноября, 2016

Правительство çуртĕнче 2019 çулта Шупашкар хулине никĕсленĕренпе — 550 çул, 2020 çулта Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлама хатĕрленекен ĕç ушкăнĕн ларăвĕ иртрĕ. Канашлăва Иван Моторин премьер-министр ертсе пычĕ.

Культура министрĕ Константин Яковлев пĕлтернĕ тăрăх — Чăваш Республикин историйĕнчи паллă пулăмсене чыслă ирттерме федераци бюджетĕнчен укçа уйăраççĕ. Субсидипе культура мероприятийĕсене ирттерме тата культура еткерĕ шутланакан объектсене юсаса çĕнетме усă кур-машкăн ирĕк параççĕ. Çак укçана илмелли заявкăна Чăваш Енĕн 2017 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен хатĕрлесе РФ Культура министерствине çитермелле. К.Яковлев министр субсиди илме кирлĕ документсемпе, тĕп ыйтусемпе паллаштарчĕ. Иван Моторин яваплă специалистсене мĕнпур ыйтăва пăхса тухса заявкăна ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен хатĕрлесе çитерме хушу пачĕ.

Раççей Правительстви кăçалхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе субсиди памалли правилăсене улшăну кĕртнĕ. Малтанхи саккунпа килĕшÿллĕн, Константин Яковлев министр пĕлтернĕ тăрăх, юсаса çĕнетмелли об±ектсен шутне тĕн учрежденийĕсене кăна кĕртнĕ. Çĕнĕ йĕрке вара районсенчи культура çурчĕсене, музейсене, архивсене юсама ирĕк парать. «Маншăн республикăри канупа культура учрежденийĕсене йĕркене кĕртни пĕлтерĕшлĕ. Хăшпĕр çĕрте чылай çул юсав ĕçĕсем ирттермен», — терĕ министр. Çавна май хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Культура министерстви ĕç планĕн культурăпа кану учрежденийĕсене юсама укçа уйăрассипе çыхăннă пайне улшăнусем кĕртес тĕлĕшпе ĕçлет.

Ларăва пĕтĕмлетнĕ май Иван Моторин Шупашкар хулине никĕсленĕренпе — 550, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине паллă тăвассине хатĕрленсе ирттерессишĕн яваплă министерствăсен федераци бюджетĕнчен субсиди илме кирлĕ документсен пуххине вăраха тăсса ямасăр хатĕрлемелли çинчен каларĕ.

В.БАГАДЕРОВА.