Культура еткерлĕхĕ – çĕршыв пуянлăхĕ

21 May, 2020

Владимир ПАВЛОВ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Правительствин «Раççей чунĕ» преми лауреачĕ, Комсомольски районĕнчи «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн ертӳçи:

— Тăван халăха вун-вун çул чăваш халăх йăли-йĕр кипе, юрри-ташшипе, кĕвви-çеммипе паллаштаракан çынна, паллах, наци культури питĕ шухăшлаттарать. Çавăнпа 68-мĕш статьяна /чĕлхепе культура çинчен/ улшăнусем кĕртме сĕннине — «Раççей Федерацийĕнче культура — унăн халăхĕн тĕлĕнмелле пуянлăхĕ. Патшалăх культурăна пулăшать тата сыхлать» тенине — ырласа йышăнатăп. Çакă Тĕп саккунра пулмаллах. Пирĕн çĕршывра, çавăн пекех Чăваш Енре те, вун-вун халăх çынни пурăнать. Кашнинех — хăйĕн чĕлхи, йăли-йĕрки, тĕнĕ… Ентешсем çĕршыв тăрăх сапаланнă. Вĕсем ашшĕ-амăшĕн чĕлхишĕн, юрри-кĕввишĕн мĕнле тунсăхланине хам курса ĕненнĕ. «Каçал» ансамбльпе ăçта кăна — Мускавра, Крымра, Питĕрте, Чĕмпĕрте тата ытти тăрăхра — пулса йăхташсене савăнтарман-ши? Çавăнпа Конституцие «Патшалăх Раççей Федерацийĕн кашни халăхĕпе этнос ушкăнĕн культурин хăйне евĕрлĕхне хӳтĕлет, вĕсен этнокультурăпа чĕлхе пуянлăхне упраса хăварма çирĕп май парать» тесе хушса çырма сĕнни питĕ вырăнлине туятăп. Культура еткерлĕхĕ — патшалăхăн чи пысăк пуянлăхĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.