Кукăр алăллă бухгалтерсем

5 Нарăс, 2015

Вăрласах тесен бухгалтер мелне тупатех теççĕ. Акă мĕншĕн çак должноçра уйрăмах тÿрĕ кăмăллă çынсем пулмалла. Шел, пурте ун пек мар çав.

Полицирен республикăри кайăк-кĕшĕк фабрикисенчен пĕрин ертÿçисем пулăшу ыйтнă. Вĕсен предприятин тĕп бухгалтерĕ тĕлĕшпе иккĕленÿ çуралнă. ШĔМĕн Етĕрне районĕнчи пайĕн экономика хăрушсăрлăхĕн уйрăмĕ тĕрĕслев ирттернĕ те - çак иккĕленÿ вырăнлине çирĕплетнĕ. Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн тĕп бухгалтер темиçе фирмăна фабрикăн 4 млн тенке яхăн укçине куçарнă. Укçа илнĕ хыççăнах хайхи фирмăсем пăчланнă. Полици хайхи укçапа тĕрлĕ оборудовани, стройматериалсем, предприятие кирлĕ чĕртавар туяннине ĕнентерекен тавар-транспорт накладнойĕсем суя пулнине уçăмлатнă.

42 çулти тĕп бухгалтер /хĕрарăм Шупашкарта пурăнать, налук тÿлессинчен пăрăннăшăн маларах та судпа айăпланнă/ тĕлĕшпе УК 160 статйипе уголовлă ĕç пуçарнă. Тĕпчев пырать.

Калинин районĕн сучĕ вара 59 çулти Светлана Линке тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пĕтернĕ. Вăл та бухгалтер, ăна та УК 160 статйипех айăпланă. Линке çурт-йĕр хуçисен юлташлăхĕнче ĕçленĕ. ТСЖ тытса тăракан çуртра пурăнакансен коммуналлă тÿлев квитанцийĕсене вăл пĕлсе тăрсах суя кăтартусем кĕртнĕ - тÿлев виçисене ÿстерсе кăтартнă. Çапла вара 2010-2012 çулсенче хваттерсен хуçисенчен саккуна пăсса 440 пин тенкĕ ытла илнĕ. Çак укçапа бухгалтер хăй пĕлнĕ пек усă курнă.

Район сучĕ ăна 2 çул та 2 уйăхлăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнă. Приговор пит хаяр тееймĕн, апла пулин те Линке айăпне йышăнмасăр çăхав çырнă. Çак кунсенче ЧР Аслă сучĕ пăнчă лартнă: приговора çаплипех хăварнă - вăл вăя кĕнĕ. Суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн хĕрарăмран сиен виçине шыраса илнĕ.

К.НИКОЛАЕВ

Рубрика: