Куçма Турхана ентешĕсем манмаççĕ

22 Раштав, 2015

Çак кунсенче Комсомольски районĕнчи Вăрманхĕрри Чурачăкра чăвашсен паллă çыравçине, К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреатне Куçма Турхана асра тытса Асăну хăми уçнă.

Мероприятие Комсомольски район администрацийĕн ĕçченĕсем, Шупашкартан килнĕ сумлă хăнасем, Хырхĕрри шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем, ял çыннисем хутшăннă. Пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, Хырхĕрри ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Воробьев, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, "Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн заместителĕ Геннадий Максимов, "Çĕрулмие мухтав" агрофирмăн директорсен Канашĕн председателĕ Александр Капитонов саламланă. Куçма Турхана çывăх пĕлнĕ Вениамин Белков паллă çыравçа ăшшăн аса илнĕ, вăл тĕлĕнмелле пуян чун-чĕреллĕ, сăпайлă çын пулни пирки каланă. Хырхĕрри шкулĕнче вĕренекенсем чăваш сăввисене, "Сĕве Атăла юхса кĕрет" романăн сыпăкĕсене пăхмасăр каланă.

Рубрика: