Куç тулли илем
Аслă ăру çыннисен кунне халалласа Çĕнĕ Шупашкарти социаллă центрти «Ăста» клуба çÿрекенсем çыхнă япаласен куравне йĕркелерĕç.
Курма пынисене илемлĕ тутăрсемпе салфеткăсем, ача-пăча çи-пуçĕ, çитĕннисен тапочкисем, тĕрлĕ чечек, тĕрленĕ картинăсем тата ытти чăннипех тыткăнларĕ.
Сăмах май, клуб членĕсем илем ăстисем пулнипе пĕрлех сывă пурнăç йĕркине кăмăллаççĕ, спор-та юратаççĕ, вулавăша, музея, кинотеатра çÿреççĕ.