Крымран - çĕнтерÿпе
18 Sep, 2015 | Спорт

Чăваш Енри кире пуканçăсем пире хăйсен çитĕнĕвĕсемпе пĕрре мар савăнтарнă. Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсенчен çĕнтерÿпе таврăннă пултаруллă спортсмен йышĕ те сумлă. Вĕсен хушшинче чи маттурри - Юрий Карпов.

ЧР кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçласа пынă вăхăтрах вăл тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнать, çĕршыври ветеран спортсменсен командинче лидер шутланать. Тĕнче рекордсменĕн тата чемпионĕн çитĕнĕвĕсене Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине те кĕртнĕ. Кăçал вăл Болгарире Европа чемпионатĕнче пурне те парăнтарса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ.

Çак кунсенче Юрий Михайлович тепĕр çĕнтерÿпе тĕлĕнтерчĕ: Раççейĕн çĕнĕ регионĕнче - Крымра - иртнĕ турнирта ылтăнпа бронза медальсем çĕнсе илнĕ. Йăлана кĕнĕ ăмăртăва 100 ытла спортсмен хутшăннă. Пирĕн ентеш хăйĕн ÿсĕмĕнчи атлетсен ушкăнĕнче икĕ снаряда 201 хут тĕртсе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кĕмĕл призерăн, Новосибирскри Александр Тузиковăн кăтартăвĕ - 176, Екатеринбургри Сергей Ашихминăн - 173 очко. Чăваш пăхаттирĕ тепĕр тупăшура та палăрнă: кире пуканне алăпа сулласа çĕклессипе виççĕмĕш пулнă.

А.МИХАЙЛОВ.

«Хыпар» хаçатăн архивĕнчи сăнÿкерчĕк.

А.МИХАЙЛОВ