Константин Иванов (1890-1915)
Константин Васильевич ИВАНОВ 1890 ҫулхи майӑн 27-мӗшӗнче Ĕпхӳ кӗпӗрнин Пелепей уесӗнчи Слакпуҫӗнче (халь Пушкӑртстанри Пелепей районне кӗрет) ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Кӗҫтентин Пелепейри икӗ класлӑ шкулта, унтан Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ. 1907 ҫул пуҫламӑшӗнче политикӑпа ҫыхӑннӑ митинга хутшӑннӑшӑн ӑна шкултан кӑларса янӑ. Çав ҫулхи кӗркунне И.Я. Яковлев хӑйӗн юратнӑ вӗренекенне Чӗмпӗре чӗнсе илсе чӑвашла кӗнекесем кӑларас ӗҫе хутшӑнтарать. 1907–1908 ҫҫ, К.В. Иванов «Тимӗр тылӑ», «Тӑлӑх арӑм», «Икӗ хӗр», «Выҫӑ аптранӑскерсем» сӑвӑсем, «Хальхи самана», «Нарспи» поэмӑсем, «Шуйттан чури» трагеди, «Пӑртта йӑхӗ» хроника сыпӑкӗсем ҫырнӑ, М.Лермонтовӑн «Иван ӗмпӳпе ҫамрӑк сыхлавҫӑ тата сатур Калашник хуҫа ҫинчен хунӑ юрӑ», «Тӗрме ҫынни», «Хумсемпе ҫынсем», «Парӑс», «Пурнӑҫ курки», «Чул ту», «Тусен тӑррисем» сӑввисене, А.Кольцов, Н.Некрасов, Н.Огарев сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ.
1914 ҫулхи кӗркунне сӑвӑҫ йывӑр чирленине пула Чӗмпӗртен тӑван ялне тухса кайнӑ, 1915 ҫулхи мартӑн 26-мӗшӗнче вилнӗ.
Константин Васильевич Иванов – тӗнче литературин классикӗ, 1990 ҫулта вӑл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине ЮНЕСКО шайӗнче паллӑ тунӑ, «Нарспи» поэма – тӗнче поэзийӗн шедеврӗ.
1908