«Кондор» отряд финала тухнă

22 Пуш, 2018

Пĕтĕм Раççейри çамрăк тĕпчевçĕсен «Спутник» конкурсĕ иккĕмĕш хут иртет. Ăна С.П. Королев академик ячĕллĕ Самарти наци тĕпчев институчĕ йĕркеленĕ. Конкурса 5-11-мĕш класра ăс пухакансем хутшăнаççĕ.

Çĕмĕрлери 6-мĕш шкулти В.А.Соловьев ячĕллĕ «Кондор» отрядри 10 çамрăк космонавт конкурсăн 1-мĕш тапхăрĕнче çĕнтернĕ. 2-мĕш тапхăрта сĕннĕ темăсемпе вĕсен проект çырма тивнĕ. Çак тапхăрта 10-мĕш класри икĕ вĕренекен финала тухайнă. «Ракета тата космос техники» темăпа «Астероидсене тĕпчемелли 1001 мел» тата «Астероид çинчи пурнăç» проектсем хатĕрленĕ.

Ака уйăхĕнче çĕнтерÿçĕсем «Артек» ачасемпе çамрăксен центрне каяççĕ. 3 эрне хушши çамрăк космонавтсем çĕнĕ технологисемпе паллашĕç, робот техникин лабораторийĕсенче ĕçлĕç.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас