Коммунистсем республика Пуçлăхĕпе тĕл пулчĕç

2 Юпа, 2018

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри коммунистсемпе тĕл пулчĕ.

Парти активисчĕсен республика Пуçлăхĕпе тĕл пулса калаçас шухăш пурри çинчен Михаил Игнатьева КПРФ Чăваш рескомĕн пĕрремĕш секретарĕ Валентин Шурчанов авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думине тата ЧР Патшалăх Канашне кĕнĕ политика партийĕсен регион уйрăмĕсен представителĕсемпе Правительство çуртĕнче йĕркеленĕ ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче пĕлтернĕччĕ. Михаил Васильевич унăн сĕнĕвне шута илнĕ, вăраха тăсса ямасăр коммунистсемпе тĕл пулма вăхăт тупнă.

КПРФ Чăваш рескомĕн çуртне паян районсенчи уйрăмсен пĕрремĕш секретарĕсем тата парти хастарĕсем пухăнчĕç. Вырăнти уйрăмсем кашниех республика Пуçлăхĕ валли ыйтусем хатĕрленĕ. Михаил Васильевич вĕсене хуравланă май Чăваш Енĕн социаллă-экономика аталанăвĕ çинчен те, патшалăх влаç органĕсен юлашки вăхăтри курăмлă ĕçĕсем пирки те каласа кăтартрĕ, регионăн малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Калаçу икĕ енлĕ, уçă иртрĕ. Михаил Васильевич çак тĕлпулу пуриншĕн те усăллă пулассине шаннине палăртрĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас