Комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ

28 Чÿк, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи наркотиксемпе кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвне ирттерчĕ. Канашлура çулталăк кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, çитес тапхăр тĕллевĕсене палăртрĕç.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — республикăра наркоманипе чирлекенсен шучĕ юлашки вăхăтра палăрмаллах чакнă. Чăваш Ен кăтартăвĕсем Атăлçи округĕнче тата Раççейре лайăххисен шутĕнче. Яваплă ведомствăсем тухăçлă ĕçлени курăнать. Вĕсем ирттерекен профилактика мероприятийĕсем çынсене спортпа тата физкультурăпа туслашма, сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хавхалантараççĕ. Апла пулин те наркомани ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕ чакмасть-ха. Çавна май Михаил Васильевич наркоманипе кĕрешес ĕç-хĕлĕн çирĕп йĕркине туса хумаллине палăртрĕ.

Ларура çамрăксемпе ачасен хушшинче наркотиксемпе психотроплă хутăшсене усă курассине чарассине профилактикăлас тĕлĕшпе пурнăçланă ĕç-хĕл çинчен вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев, сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова каласа кăтартрĕç.