Колонирен тарнă

19 Çурла, 2015

Августăн 15-мĕшĕнче ФСИНăн республикăри управленийĕн Улатăр районĕнчи 8-мĕш колони-поселенийĕнче ирĕклĕ çÿремелли право пур Александр Ладин /сăнÿкерчĕкре/ ĕç вырăнĕнче çукки палăрнă. Ристана тупайман, шырав йĕркеленĕ.

Ладина Шупашкарти Ленин районĕн миравай судйи çынна асаплантарнăшăн айăпласа 8 уйăхлăха ирĕклĕхсĕр хăварнă, колони-поселение ăсатма йышăннă. Унăн кăçалхи октябрĕн 11-мĕшĕнче ирĕке тухмалла пулнă.

Таркăн 1967 çулта Чулхула облаçĕнчи Шахун районĕнчи Вахтан поселокĕнче çуралнă, вырăс, мăшăрланса уйрăлнă, маларах та судпа айăпланнăскер колоние ăсатиччен Шупашкарта пурăннă.

Право хуралĕн органĕсем Ладин ăçтине пĕлме пултаракансене Шалти ĕçсен министерствине - 02, 8 /8352/ 62-05-91, ФСИН управленине 8 /8352/ 39-08-50, 34-26-24, 39-08-80 е саккăрмĕш колоние 8 /83531/ 2-80-01, 2-81-66 телефонсемпе шăнкăравлама сĕнеççĕ.

Унăн паллисем: пăхма 48-53 çулсенче, 176 см çÿллĕш, кăвакарнă çÿçлĕ, мăйăхлă, куçĕсем кăвак, сăмси кукăрăлнă, кĕлетки вăтам, пичĕ тăрăхла, куç харшисем çăра. Капюшонлă тĕттĕм тĕслĕ толстовка, тĕксĕм кăвак бейсболка, тĕттĕм тĕслĕ шăлавар, хăмăр пушмак тăхăннă.

К.НИКОЛАЕВ.

Рубрика: 
Автор: