Клевер мĕнпе усăллă?

7 Утă, 2017

Çуллахи тапхăрта этем сывлăхшăн усăллă япаласене хăй пурăнакан тавралăхрах тупма пултарать. Тĕслĕхрен, йĕри-тавра сывлăхшăн усăллă мĕн тĕрлĕ ÿсен-тăран ешермест-ши — хăшĕнпе мĕнле майлă, хăçан усă курмаллине кăна пĕлмелле.

Клевер курăкне илер-ха акă. Тĕрлĕ чирпе кĕрешме пулăшаканскер чĕрĕлле те, типĕтсен те ырă витĕм кÿме пултарать.

Шăнса пăсăлсан, кĕлетке вĕриленсен 1 апат кашăкĕ клевер чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 30-40 минут лартмалла. 1 чей кашăкĕ пыл хушмалла. Çак шĕвеке кунне виçĕ хутчен пĕрер стакан ĕçмелле. Вăл вăйлă тарлаттарать, çавна пула кĕлетке температури йĕркеленет.

Атересклероз /юн пусăмĕ йĕркеллех чухне/, пуç ыратни, шавлани канăç памасть тĕк клеверпа имленме пулать. Асăннă курăкăн чечекне — 40 грамм — çур литр çутă эрехе ярса 10 талăк лартмалла. Сăрăхтармалла. Шĕвеке кăнтăрлахи апат умĕн е каçхине çывăрма выртас умĕн 20-шер миллилитр ĕçмелле. Унпа кашни уйăхра 10 кунлăх тăхтав туса виçĕ уйăх сипленмелле. Çур çултан черетлĕ курс ирттерме юрать.

Шатра тертлентерме пуçларĕ-и? 300-400 грамм клевера вĕтетмелле, тин вĕренĕ 2 литр шыва ярса 4 сехет лартмалла. Сăрăхтармалла. Ваннăна 36-37 градус ăшă шыв тултарса шĕвеке ямалла. Куллен 15-20 минут выртмалла. Курăкăн ырă витĕмне 8-10 хутчен ванна кĕнĕ хыççăн туйма пуçлăр.

Сывлăха çирĕплеткен чей те хатĕрлеме пулать. 50-100 грамм клевер чечекне тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, 6-8 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хутчен çуршар стакан ĕçмелле.

Халăх мелĕпе сиплениччен тухтăрпа канашламалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.