Кивĕ укçана вĕтетекен агрегат та пур: банкра Уçă алăксен кунĕ иртнĕ

Чăваш Республикин Наци банкĕн алăкĕсем халăх валли çулталăкра пĕр хутчен çеç — Уçă алăксен кунĕнче — уçăлаççĕ. Кăçал вăл шăматкун, авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче, хăнасене йышăнчĕ.

Наци банкĕ республика пĕлтерĕшлĕ истори тата культура палăкĕ шутланакан çуртра вырнаçнă. Тĕп хулари Карл Маркс тата Дзержинский урамĕсен хĕресленĕвĕнчи çурта И. Ведянин архитектор проекчĕпе 1937 çулта хута янă. Авалхи çуртăн пÿлĕмĕсене, пысăк колоннăллă залĕсене кĕрсе курасси, унăн сарлака коридорĕсемпе утасси — уçă алăксен кунне кĕтекенсен пысăк ĕмĕчĕсенчен пĕри пулса тăрать.

Паянхи хăвăрт аталанакан саманара финанс пĕлĕвĕсĕр пурăнма пачах та çăмăл мар. Уçă алăксен кунне йĕркелекенсем çакна та шута илнĕ: хăнасем валли суя укçана уйăрма вĕрентекен семинарсем ирттерчĕç, банк карттисемпе усă курмалли хăрушсăрлăх правилисемпе паллаштарчĕç, кивĕ укçасене вакласа вĕтетекен агрегата кăтартрĕç. Çавăн пекех Наци банкне курма килнисем финанс пĕлĕвне тĕрлĕ вăйă-конкурсра тĕрĕслеме пултарчĕç. Кунтах ĕлĕкхи касса, вак укçа шутлакан аппаратсене курма, тем пысăкăш 200 тата 2000 тенкĕлĕх банкнотсемпе сăн ÿкерĕнме май пулчĕ.

«Юлашки вăхăтра банксем сĕнекен продуктсемпе пулăшу ĕçĕсен шучĕ ÿссех пырать. Анчах вĕсемпе тĕп шухăшне, тĕллевне ăнланмасăр усă курма хăрушă. Çавăнпа халăха финанс пĕлĕвĕ парасси паян тĕп ĕç-хĕлсенчен пĕри пулса тăрать», — терĕ Чăваш Республикин Наци банкĕн управляющийĕ Александр Логвинов Уçă алăксен кунне йĕркелени çав ĕçсен пĕр сыпăкĕ пулнине палăртса.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Марина БАРСУКОВА сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас