Кивĕ çуртсене пăснă

2 Çурла, 2016

Шупашкар влаçĕ хулана кивĕ тата авариллĕ çурт-йĕртен тасатас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлет.

Хальхи вăхăтри ĕç-хĕл муниципалитетăн «Граждансене 2014-2017 çулсенче Шупашкар хулинче вырнаçнă пурăнмалли авариллĕ çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси» программин иккĕмĕш тапхăрĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Паянхи кун тĕлне авари хăрушлăхĕ пысăк çичĕ çурта — Калинин урамĕнчи 89-мĕш, Граждан урамĕнчи 29, 31, 33-мĕш, Париж Коммуни урамĕнчи 2, 4-мĕш, Фучик урамĕнчи 56-мĕш — пăснă, территорие тирпейленĕ. Халĕ Париж Коммуни урамĕнчи икĕ об±ектпа /1/61 тата 3-мĕш çуртсем/ ĕçлеççĕ.

Шупашкарăн Çурт-йĕр фончĕн управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх — программăн иккĕмĕш тапхăрĕ пурнăçа кĕнĕ тапхăрта хулари авариллĕ 22 çурта пăсма палăртнă.

Рубрика: