Кивçен илме лайăх та…
Юлашки вăхăтра Шупашкарта çеç мар, район центрĕсенче те «Шалуччен укçапа пулăшатпăр» йышши пĕлтерӳсене асăрхама пулать.
Анчах тупăш виçине çирĕплетекен документсăр кĕске вăхăтлăха кредит паракан организацисен ĕçĕ-хĕлĕ яланах саккунпа килĕшсе тăрать-и? Шел те, питĕ укçа кирлĕ вăхăтра кунашкал ыйту пачах та канăçсăрлантармасть. Кайран вара «чавса çывăх та çыртма çук» евĕрлĕ пулса тухма пултарать. Çавна май право хуралĕн органĕсен ĕçченĕсем çавăн йышши организацисемпе килĕшӳ тăвассинчен асăрханма сĕнеççĕ те ĕнтĕ.
Паян Наци библиотекинче йĕркеленĕ право сехетне шăпах çак темăна — «Халăхран кивçен илни тата халăха кивçен пани: граждансен правине пăхăнассипе çыхăннă çивĕч ыйтусем» — халалланă. ЧР Юстици министерствин, Чăваш Республикин Прокуратурин, Шалти ĕçсен министерствин, Адвокат палатин специалисчĕсем кивçен паракансем граждансен саккунлă прависене пăхăнассипе, финанс-кредит тытăмĕнчи преступленисемпе, кредиторсем парăма тавăрас тĕлĕшпе туса пыракан ĕç-хĕлпе çыхăннă ыйтусене уçăмлатрĕç.
- Кăçалхи пĕрремĕш кварталта пирĕн республикăра 10 млрд тенкĕ ытла кредит панă. Халăхăн кредит учрежденийĕсен умĕнчи парăмĕ - 81 млрд тенкĕ. Вăхăтра тÿлесе татман парăм 4 млрд тенкĕпе танлашнă. 295 çынна панкрута кăларассипе ĕç пуçарнă.
Комментари хушас