Киремет хырĕ, «Çичĕ çăл»... – курса тĕлĕнмелли нумай

4 Утă, 2017

Хальхи вăхăтра ача-пăча вĕрентÿ туризмне аталантарасси пирки çивĕч калаçаççĕ. Чăн та, пĕлÿ илесси хаваслă канупа, ÿт-пĕве пиçĕхтерессипе кунта сăмах — вăйă-ăмăртуллă экскурси-походсем çинчен çыхăнуллă пулса пыни ачан пĕтĕмĕшле аталанăвне ырă витĕм кÿрет. Пушă вăхăта усăллă ирттерни кăна мĕне тăрать! Чăн та, ача-пăча туризмĕ çул çитменнисен воспитанийĕн ыйтăвне нумай енлĕ пурнăçлассипе палăрса тăрать. Чăваш Енре «Чĕрĕ уроксем» федераци программине пурнăçласа пырас шухăш-тĕллев шăпах çак нумай енлĕхпе çыхăннă та ĕнтĕ. Проектшăн — грант Тĕп хулара садике, шкула çÿрекен ачасем валли тĕрлĕ маршрут йĕркелени, вĕсем тăрăх экскурсисем ăнăçлă пулса пыни çинчен хаçатра пĕрре мар çыртăмăр. Районсенче вара ача-пăча туризмне аталантарассипе еплерех ĕçлеççĕ-ха? Çак ыйтупа кăсăкланса республикăра ача-пăча туризмне аталантармалли проект хатĕрлессипе иртнĕ конкурсра ятарлă грант /200 пин тенкĕ/ çĕнсе илнĕ тăрăха, Çĕмĕрле район администрацийĕн вĕрентÿ, спорт тата çамрăксен политикин пайне çитрĕмĕр. — Чăннипех те, çитĕнсе пыракан ачасен тавра курăмне анлăлатма витĕм кÿрес енĕпе туризм — ăнăçлă мел. Походсенче, экскурсисенче, çул çÿревсенче ачасен пĕлÿ шайĕ ÿсет, сăнас-тĕпчес пултарулăхĕ вăйланать, вĕсем тавралăх илемне курма-хаклама хăнăхаççĕ. Чылайăшĕн ашшĕ-амăшĕ, çывăх ытти тăванĕ кăтартса çÿреме, каласа пама ерçейменрен ачасем тăван тавралăхри культура, истори палăкĕсене те пĕлсех каймаççĕ. Çакă вара çитĕнекен ăрăвăн патриотлăх, наци туйăмĕсене тĕвĕлес ĕçре питех те пĕлтерĕшлĕ, — палăртрĕ район администрацийĕн ертÿçин çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Караганова. Проект хатĕрлеме пуçăннă чухне Çĕмĕрлесем çакна лайăх ăнланнă: вăл ачасен сывлăхне пиçĕхтерес, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатас, пĕлÿ шайне ÿстерес тĕллевсене пурнăçланипе пĕрлех çитĕнекен ăрăвăн социаллă хастарлăхне вăйлатма та тивĕç. Çавăнпа та проект авторĕсем районти паллă вырăнсене çырса-палăртса тухнипе кăна çырлахман, ачасене Çĕмĕрле тăрăхĕнчи паллă вырăнсене тасатса-тирпейлесе тăрассипе волонтерсен юхăмне явăçтарассине те планланă. Кам пуçăннă-ха çĕнĕ çак ĕçе асăннă районта? Районти вĕренÿ пайĕ пулăшса-кăтартса пынипе «Тĕлĕнмелли юнашарах» проекта Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Олимп чемпионĕ Валерий Ярды ячĕллĕ спорт шкулĕ хатĕрленĕ. Ăçталла çул тытмалла? — Проектра пурĕ — 5 маршрут. Ытларах шкулсем вырнаçнă ял тăрăхĕсенчи объектсене кĕртме тăрăшнă. Паллах, маршрутсем тĕрлĕ тĕллевлĕ: ăс-тăна пуянлатмалли, çар-патриотизм тĕллевли, географи пĕлĕвне тарăнлатмалли, наци культурине хаклама вĕрентекенни. Çак маршрутсене палăртса тĕплĕ çырса кăтартнă. Çула тухма хатĕрленекен ушкăн маршрут суйласа илнĕ хыççăн экскурсие хăçан тухассине пĕлтерет, вĕсене кĕтсе илекен ял тăрăхĕнче вара хăйсен хутлăхĕнчи объектпа паллаштарма вĕренекен-экскурсоводсене хатĕрлеççĕ, — ача-пăча туризмĕн проекчĕ çинчен тĕплĕнрех каласа ăнлантарма районти вĕренÿ, спорт тата çамрăксен политикин пайĕ çумĕнчи информаци-методика центрĕн ертÿçи Светлана Кузьмина хапăл пулчĕ. Шкул ачисен каникулĕ — çул çÿрев-экскурси валли шăпах меллĕ вăхăт. Светлана Валентиновна каланă тăрăх, районти хастар вĕрентекенсем, класс ертÿçисем вĕренÿрен пушансанах ачасемпе унта-кунта тухса çÿрессине йăлана кĕртнĕ ĕнтĕ. «Тĕлĕнмелли юнашарах» проект маршручĕсемпе кăна мар, хамăрăн республика территорийĕнчи, кÿршĕ регионсенчи паллă хуласене те çула тухаççĕ. Çапах та эпир вырăнти тавралăхпа паллаштаракан проект патнех таврăнар-ха. Маршрутсемпе паллашма пуçăннă май чи кăсăклисенчен пĕрин çинчен тĕплĕнрех пĕлес килчĕ. — Паллах, кашниех хăйне евĕр. 1-мĕш маршрут акă Çĕмĕрле хулинчен пуçланать. Малалла Якуртушкăнь, Эскетен, Саватер ялĕсенче тăсăлать. Якуртушкăньре, сăмахран, шкул ачисем культура çуртĕнче — «Шанчăк» фольклор ушкăнĕпе, ун хыççăн «Астăвăм вахти» палăкпа паллашаççĕ. Çак ял çывăхĕнче Укарин сачĕ /малтан хуттăр пулнăскер/, униче хĕрринче Киремет хырĕ пур — ачасем вĕсем çинчен каласа панине кăсăклансах итлеççĕ, — терĕ Светлана Валентиновна. — Эскетенре пурăнакан Пояндаевсен килĕнчи этнографи музейĕ, çак ялти «Сив çăл» таса çăл куç маршрута тĕрлĕ енлĕх кĕртеççĕ. Тавралăха пĕлмеллех Киремет йывăççи кашни ялтах çук — чăвашсем ыр-хаяра ĕненнĕ палăксем сайралсах пыраççĕ. Якуртушкăньсем чÿк тунă вырăнти хыр йывăççи вара XIX ĕмĕртенех упранса юлнă. Çак йывăç нумаях пулмасть историе кĕрсе юлнă: «Время жатвы» фильмăн кадрĕсене шăпах ку таврашра ÿкернĕ. Упăшки вăрçă хирĕнчен ырă-сывă таврăнтăр тесе арăмĕ Киремет хырĕ патне пуç çапма килет. Сюжетри çак ÿкерчĕке калăплама режиссера вырăнти тавра пĕлÿçĕ В.Улисов чылай пулăшнă. Эскетен ялĕ çывăхĕнче те Киремет йывăççи пур. Вырăнти çынсем ун патне çанталăк чылай хушă типĕ тăнă вăхăтра пухăннă. Чÿк туса çÿлти хăватсенчен çумăр ыйтнă. Ал шăлли çакса хăварнă. Маларах çырса кăтартнă объектсем тăван енĕн авалхи культурипе тарăнрах паллашма пулăшаççĕ тĕк Кармал вăрманĕ хальхи вăхăтра çут çанталăк мĕнле улшăнса пынине çирĕплетет. Тарăн çырма хĕррисенче хыр, лиственница, кедр йывăççисем ешереççĕ. Вырăнти çынсем алă вĕççĕн лартса ÿстернĕ пĕчĕк вăрман хăйĕн илемлĕ пейзажĕпе илĕртет. Çут çанталăк хăтланă илĕртÿллĕ кĕтес — Эскетенрен çурçĕр-хĕвел анăçнелле икĕ километр аяккарах вырнаçнă Сивĕ çăл. Аслă Çавалпа Выл юхан шывĕсем юпленнĕ çĕрте пĕр-пĕринчен инçе мар çичĕ çăл тапса выртать. Ахальтен мар ку вырăна «Çич çăл — Сив çăл» тесе те калаççĕ-мĕн. XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче кунта хĕрарăмсен мăнастирĕ ĕçленĕ иккен. Октябрьти революци хыççăн мăнастире аркатнă. Ун хыççăн та ку тăрăха темиçе манах килсе тĕпленнĕ-мĕн, каллех пĕчĕк кăна мăнастир лартнă. Вăхăт иртсен çав вырăнта турăш тупнă. Тапса тăракан çăл шывне темиçе çул каялла Шупашкартан ятарлă специалистсем килсе тĕпченĕ. Шывра сиплĕ япаласем — тимĕр, кĕмĕл хутăшĕ — пуррине çирĕплетнĕ. Эскетен ялĕ — республикăри паллă чылай çын сăпки. Вĕсенчен пĕри — Анатолий Пояндаев тавра пĕлÿçĕ, Чăваш Республикин ремесленниксемпе декоративлă ÿнер ăстисен гильдийĕн членĕ. Вăл чăваш тумĕн чăн-чăн гардеробне, чăвашсен ĕç хатĕрĕсене пухнă. Çапла тĕпчевçĕ килĕнче пысăках мар этнографи музейĕ уçма шут тытнă. Унăн 15 тĕрлĕ утюг, темиçе тĕрлĕ краççын лампи, йывăçран касса хăй ăсталанă илемлĕ япаласем. Чăваш хăйĕн куçĕпе курмасăр, хăйĕн аллипе тытса пăхмасăр ĕненмест теççĕ — çак каларăшпа килĕшмеллех. Эпир Çĕмĕрле тăрăхĕнче курнă илемпе, вулаканăм, эсĕ те çитсе паллашма пултаратăн. Тĕрлĕ районти хушма пĕлÿ паракан организацисене вара хăйсен тăрăхĕнче вĕрентÿ туризмĕн проекчĕсене хатĕрлеме сĕннĕ пулăттăм. Кăсăклă маршрутсем çинчен çырса кăтартма эпир те хаваспах çитĕпĕр. Ирина ИВАНОВА. Сергей ФРОЛОВ сăн ÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.