Кино курма чĕнеççĕ
26 May, 2016 | Культура

Чăваш Енре çу уйăхĕн 23-28-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери IX кинофестиваль иртет. ЧР Наци библиотекинче чылай фильм кăтартма палăртнă.

Çу уйăхĕн 24-27-мĕшĕсенче 14 сехетре конкурса хутшăнакан документлă тата илемлĕ фильмсене кăтартнă. Унта килекенсем кино курма çеç мар, сÿтсе явнă çĕре те хутшăнма пултараççĕ. Фильма куракансемпе пĕрле жюри членĕсем те хаклĕç. Фестивальте Алтай, Пушкăртстан, Бурят, Кабарда-Балкар, Тутар, Чечня, Якут республикисен, Чăваш Ен, Вологда облаçĕн киностудийĕсем ÿкернĕ фильмсене кăтартаççĕ. Палăртса хăвармалла: фестивале Владимир Галошевăн «Эткер» фильмĕ те хутшăнĕ.