Кинемей - 100 çулта

19 Кăрлач, 2016

Шупашкар районĕнчи Мишер ялĕнче пурăнакан Татьяна Иванова çак кунсенче хăйĕн 100 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ.

Чаплă та сумлă пулăмпа кинемее Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоровпа Чăрăшкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Павлов саламланă, тата нумайрах пурăнма ырлăх-сывлăх суннă. Хăнасем менелник хуçи патне пушă алăпа пыман: ăна пысăк парнепе чысланă, чечек çыххи панă.

Татьяна Ивановна хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ, ĕмĕрĕпех ялти колхозра тăрăшнă. Ялти маттур каччăпа, Валентин Понамаревпа, çемье çавăрса пĕр ывăл кун çути панă. Анчах вĕсем пĕрле нумай пурăнайман - вăрçă пуçланнă. Мăшăрĕ унтан каялла таврăнайман: паттăррăн çапăçса вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Каярахпа хĕрарăм тепре качча тухнă, икĕ ача çуратнă. Паянхи кун кинемей Тимой ялĕнче ывăлĕ патĕнче пурăнать. Тĕлĕнмелле те, пĕр ĕмĕрти ватă халĕ те куçлăхсăрах вулать.