Килти хуçалăхшăн - пысăк пулăшу

1 Утă, 2014

Валентина Белкова ветврач бройлер чăх чăпар е шурă чăхран мĕнпе уйрăлса тăни, ĕне маститпа ан чирлетĕр тесен мĕн тăвасси, амаран уйăрнă çăвăрсене еплерех çитĕнтересси çинчен нумай каласа пама пултарать. Йĕпреç райповĕн аптекин заведующийĕнче тăрăшаканскер теорие çеç мар, практикăна та лайăх пĕлет.

- Эпир килти хуçалăхра мĕнле выльăх усраманни юлнă-ши? - тет вăл. - Ĕне, пушмак пăру, цыгай ăрачĕллĕ сурăх, качака, кролик /90 таран/ бройлер чăх, ытти выльăх тытнă. Халĕ те йышлă. Ир-каç, ĕçе кайиччен, тунсăхламастпăр. Ялта килти хуçалăхсăр пурăнма пĕлместпĕр. Вăл пĕрмай чуптарать. Картиш тулли выльăх çине пăхатăн та - савăнатăн.

Тĕплĕнрех ыранхи «Хыпар» хаçатра.

 

Рубрика: 

Новости по теме