Кĕске çырма вăхăт тупасчĕ: паян "Хыпар" хаçатăн аталанăвне тишкерчĕç

13 Раштав, 2017

Паян "Хыпар" издательство çуртĕнче кунта тухса тăракан пичет кăларăмĕсенчен пĕрне, "Хыпар" хаçата, тишкерчĕç. Маларах, аса илтерер, наци медиахолдингĕн ытти хаçат-журналĕн аталану планне палăртнăччĕ.

Чăвашла чи малтан кун çути курнă, пĕр ĕмĕр урлă тахçанах каçнă хаçатăн ыранхи кунĕ пирки калаçнă май тĕрлĕ сĕнÿ калакан пулчĕ. Çав шутра пач çĕнĕ шухăш та сисĕнчĕ, унччен пулса манăçа тухнă рубрикăсене, темăсене, жанрсене аса илни те.  Çапах та тĕп шухăш, мĕн тесен те, хаçата содержани тĕлĕшĕнчен пуянлатассипе çыхăннă. Алла калем илнĕ чух хамăр аудиторие тĕпе хумалли паллă. "Массăллă вулакан вырăнне конкретлă вулакан килчĕ", - шухăшлать, акă, Юрий Михайлов тишкерÿçĕ. "Çыншăн çын интереслĕ, типĕ статистика та, официоз та мар", - терĕ "Хыпар" хаçатăн редакторĕн заместителĕ Дмитрий Моисеев. Вулаканпа çыхăну вăйлатмаллине ыттисем те палăртрĕç. Хаçат редакторĕн тепĕр заместителĕ Геннадий Максимов хисеплеттерес тесен критиклемеллине палăртрĕ. Кунта сăмах пуçлăх пуканĕсене йышăнакансем пирки пулчĕ.

Кирек епле пичет кăларăмĕшĕн пĕлтерĕшлĕ çырăнтарупа çыхăннă темăна та хускатрĕç. "Хаçата ваккăн сутассипе те ĕçлемелле", -  палăртрĕ издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина. "Кĕске çырма вăхăт пулмарĕ", - тенĕччĕ пĕринче Анатолий Кипеч çыравçă", -  хаçат ĕçĕнче перекетлĕх саккунне тĕпе хурса паха материалсем çырма сĕнчĕ Татьяна Геннадиевна. Тума кура кĕтсе илеççĕ текен каларăш та актуаллă. Апла пулсан вăл е ку материалăн ятĕнчен, ăна епле сăн ÿкерчĕкпе е инфографикăпа пуянлантнинчен, дизайнран та нумай килет. 

 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас