КĔСЕЛ ПĔÇЕРЕТПĔР

10 Çĕртме, 2015

Хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пĕчĕк чухнехи гастрит аптратсан усăллă кĕсел рецепчĕсене сĕнетпĕр.

Ут кăшкарĕнчен /конский щавель/. 600 грамм ут кăшкарне вĕтĕ вакламалла, кăшт шыва ярса пĕçермелле. Ешĕле ала витĕр сăтăрса кăлармалла, 1 литр шыв, стаканăн иккĕ-виççĕмĕш пайĕ чухлĕ сахăр хушса темиçе минут пĕçермелле. 1,5 апат кашăкĕ крахмала сивĕ шывра ирĕлтерсе хушмалла, тутă кĕмелĕх тăвар ямалла та çулăм çине лартмалла, вĕреме кĕрсенех илмелле.

Хура хурлăханран. Ун вырăнне кăвак хăмла çырлипе, крыжовникпа, хăмла çырлипе е хурăн, çĕр çырлипе усă курма юрать. Кастрюле 1,5 стакан шыв ямалла, вĕреме кĕртмелле. 1 апат кашăкĕ сахăр хушмалла. Вăл ирĕлсенех 1,5 стакан çырла ярса тата 5 минут вĕретмелле. сăрăхтармалла, ала çинче юлнă çырласене нимĕрлесе каялла ямалла. 100 миллилитр сивĕ шывра 1 апат кашăкĕ крахмал ирĕлтермелле, çырла шывне пăтратсах тăнă май пĕчĕккĕн хушмалла. 3 минут пĕçермелле те çулăм çинчен илмелле.

Ревеньпе çĕр çырлинчен. Ревенĕн 500 грамм тунине 3 сантиметр тăршшĕ касăксем туса вакламалла, 1 стакан шыва ямалла, 1 лимонăн вĕтетнĕ цедрине, стакан виççĕ-тăваттăмĕш пайĕ чухлĕ сахăр хушмалла, 1 минута яхăн пĕçермелле. Кăшт сивĕ шывра 1,5 апат кашăкĕ крахмал ирĕлтермелле, ревень шĕвекне ярса тата 1 минут пĕçермелле. 1 стакан çĕр çырлине çумалла. Кашни çырлана 4 пай туса касмалла, кĕселе хушса вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илмелле.

Рубрика: 
Теги: 

Новости по теме