Кĕрхи «ăшă» курав

21 Юпа, 2015

Шупашкарти Хальхи ÿнер центрĕнче республикăмăрти художниксен союзĕн «Кĕркунне - 2015» куравĕ уçăлнă. Икçĕр ытла картина хушшинче аслă ăрури ÿнерçĕсен ĕçĕсемпе пĕрлех çамрăккисен те чылай. Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев палăртнă тăрăх - выставкăна чуна парса йĕркелени тÿрех сисĕнет, мĕншĕн тесен кунти кашни картина чĕрере ăшă туйăм çуратать.

Рубрика: