«Кĕр сăри» кĕрлерĕ Мускавра

11 Чÿк, 2015

«Хĕрлĕ Октябрь» культура çуртĕнче чăваш халăхĕн «Кĕр сăри» уявне паллă турĕç. Мускаври чăваш наци культура автономийĕпе Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представительстви пуçарнипе иртнĕ праçнике 500 яхăн çын пухăнчĕ.

«Кĕр сăри» - чăвашсен кĕрхи уявĕ. Ăна кашни çул ĕççи вĕçленсен палăртнă. Çак кун хресчен çĕнĕ тырпултан çăкăр пĕçерсе, çĕнĕ хăмларан сăра вĕретсе тăван-пĕтенпе тата çывăх çыннисемпе пĕрле кĕрекене ларнă, юрласа-ташласа савăннă. Паянхи кун та уяв йăлана кĕнĕ йĕркепех иртет. Мускав чăвашĕсен хушшинче уйрăмах хисепре вăл. Яланхи пекех чăваш халăхĕн праçникне чылай хăна пуçтарăнать. Кăçал та «Кĕр сăрине» Чăваш эстрада çăлтăрĕсемпе пултарулăх ушкăнĕсене йыхравларĕç. Куракансем пирĕн республикăри пысăк предприятисен продукцийĕсене те тутанса пăхма пултарчĕç. Уява килнисене Мускаври чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи Анатолий Григорьев тата Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков саламларĕç. Вĕсем чăвашлăхшăн тăрăшса ĕçлеме, авалхи йăла-йĕркене манмалла маррине палăртрĕç.

Рубрика: