Кĕнеке нумай вуласа Раççейре палăрнă
9 Sep, 2015 | Культура

Литература çулталăкĕнче Раççей Почтипе ЭКСМО-АСТ издательство ушкăнĕ Раççей Кĕнеке Союзĕ пулăшнипе "Чи нумай вулакан шкул ачи" конкурс йĕркеленĕ. Унта Чăваш Ен хĕрачи Евгения Михайлова /сăнÿкерчĕкре - сулахайри пĕрремĕш/ пиллĕкмĕш вырăн йышăннă.

Саккăрти Женя Канаш районĕнчи Кармами ялĕнче пурăнать. Канашри 9-мĕш шкулта пĕлÿ пухаканскер иртнĕ вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче пурĕ 472 кĕнеке вуласа тухнă. Июнĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă конкурсра çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕ хĕрачана Мускава чыслава йыхравланă. Конкурсăн Раççей тапхăрĕнчи çĕнтерÿçисене сентябрĕн 2-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ пĕтĕм тĕнчери кĕнеке курав-ярмăрккине уçнă чухне саламланă.

Кĕнеке чи лайăх тусĕсене асăнмалăх парнесене параканĕсем Олимп чемпионки Татьяна Навка тата Раççей Почтин гендиректорĕн заместителĕ Инесса Галактионова пулнă. Ачасем çĕршывăн тĕп хулинче литературăпа çыхăннă вырăнсенче пулса курнă, Раççей патшалăх библиотекинчи тĕлĕнмелле экскурсипе киленнĕ.

Анна КУПРИЯНОВА.

Анна КУПРИЯНОВА