Кĕмĕл медаль илнĕ
17 Sep, 2015 | Спорт

Воронежра йĕлтĕр роллерĕ енĕпе Раççей кубокĕ иртнĕ. Унта пирĕн ентеш Мария Владимирова та хутшăннă.

Мария спринтер чупура 200 метрлă дистанцие парăнтарнă. Чăваш спортсменки финиша иккĕмĕш çитнĕ. Пĕрремĕш вырăна Воронежри Ульяна Гаврилова çĕнсе илнĕ. Раççей кубокĕнче илнĕ «кĕмĕл» Мария Владимировăна кандидатсен списокне кĕме май панă. Çапла Марийăн сентябрĕн 22-27-мĕшĕсенче Италири Валь-ди-Фьеммере иртекен тĕнче чемпионатне хутшăнма шанчăк пур. Палăртар: Мария кăçал Раççей спорт мастерĕн ятне илнĕ.