Кайрине курса малалла тинкерни

14 Ака, 2015

Комсомольскинчи 200 тăваткал метрлă йывăç çуртра вырнаçнă «Çĕр тата çын» музея официаллă майпа 1999 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче Комсомольски районĕ 60 çул тултарнине халалласа уçнă. Музей «тĕшшине», тĕп тытăмне, 1989 çултах Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Борис Григорьевич Кокарев учитель тата таврапĕлÿçĕ пуçарнипе йĕркеленĕ. Ун чухне вăл, таврари халăх тăрăшнипе уçăлнăскер, «Кĕтне» хăна çуртĕнче вырнаçнă пулнă. Çултан çул çĕнĕ экспонатсемпе пуянланса пынăран музея пысăкрах лаптăклă вырăна куçарас ыйту сиксе тухнă. Çапла майпа унччен искусство шкулĕ вырнаçнă кивĕ çурта çĕнетсе «Çĕр тата çын» хăйĕн çĕнĕ «тăван» килне тупнă. 2003 çулта вăл халăх музейĕ ята тивĕçнĕ. Тивĕçлипех.

Каçал тăрăхĕнчи музей мĕнле чаплă та тĕрлĕ енлĕ пулнине эпир Комсомольски районĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн кунне ирттернĕ май хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Унти экспонатсемпе пире район администрацийĕн культура пайĕн ертÿçи Василий Софронович Васильев тата музей ĕçченĕ Алена Оликовна Полякова паллаштарчĕç. Экскурси пÿлĕмĕсен кашнин хăйĕн теми: вестибюльте - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕн Клим Владимировăн Каçал тăрăхĕн йывăр та хирĕçтăруллă кунçулне сăнлакан картинисем, çутçанталăк уйрăмĕнче - çак тăрăхра тĕл пулакан чĕрчунсемпе кайăк-кĕшĕк кÿлеписем, аваллăхпа этнографи пайĕсем те питĕ пуян, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланинче - чуна çÿçентерсе куççуль кăларакан сăнÿкерчĕксемпе салтак çырăвĕсем...

Куллен улшăнакан, çĕнелсе тăракан курав залĕ уйрăмах кăмăла кайрĕ. Ку хутĕнче кунта Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн пурнăçĕпе пултарулăхне сăнлакан ятарлă выставка йĕркеленĕччĕ. Халиччен курман паха сăнÿкерчĕксемпе паллашма кăна мар, поэтăн çырнисен пуххине те, çамрăклах кăларнă кĕнекисене те уçса вулама пулать кунта.

Тинкеретпĕр малалла,

Кайрине те халь куратпăр... - çырнă Петĕр Хусанкай 1962 çулта «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввинче. Каçал тăрăхĕнче те çавăн пек чаплă музей пуласса шанса шăрçаланă пекех туйăнать çак йĕркесене. Тата кăçал Раççейре - Литература, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ пулнине туйса кунта тăван литературăна халалланă çĕнĕрен те çĕнĕ куравсем пуласса систернĕ пекех. Чаплă выставкăсене вара Комсомольски çыннисем кăна мар, кÿршĕ районтисем те, ытти çĕртисем те çитсе курса тавракурăмне кăна мар, чунĕсене те пуянлатма, чăвашлăх туйăмне вăйлатма пултараççĕ.

Римма ПРОКОПЬЕВА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем

Рубрика: