Каяшран — йÿнĕ топливо

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви çумĕнчи общество канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна общество канашĕн председателĕ Федор Карягин профессор ертсе пычĕ.

Чăваш Республикин 2007 çулхи çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнчи саккунĕпе 2020 çулччен йышăннă социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕпе килĕшÿллĕн «Аталану» тулли мар яваплă общество йĕркелÿçи Николай Зайцев /Канаш районĕ, Асхва ял тăрăхĕ/ хатĕрленĕ биоэкополис строительствин проектне пăхса тухрĕç. Николай Архипович выльăх каяшĕнчен-органикăран йÿнĕ топливо туса кăларма май пуррине тĕплĕн ăнлантарчĕ. Федор Александрович вăл пĕлтерĕшлĕ проект хатĕрленине палăртрĕ. Общество канашĕн членĕсенчен чылайăшне сăмах пачĕ. Пурте пĕр шухăшлă пулнине пĕлтерсен проекта ырласа йышăнчĕç.

Министерство хăй хатĕрленĕ нормативлă право акчĕсен проектне те тишкерчĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе хатĕрленĕ «Çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан регион пĕлтерĕшлĕ территорине туса хурасси çинчен» проектпа килĕшÿллĕн Елчĕк районĕнче — «Шăмалак», Пăрачкавпа Çĕмĕрле тăрăхĕнче — «Сăр йăлăмĕ», Элĕк районĕнче «Тени кÿлли» çут çанталăкăн палăкĕ тума сĕнчĕç. Республикăн Хĕрлĕ кĕнекин тепĕр томне пичетлесе кăларассине сÿтсе яврĕç.

Александр Коршунов министр канаш членĕсене çĕнĕ удостоверени пачĕ, хастарлăхпа палăрнисене министерствăн Хисеп хучĕпе чысларĕ.

 

Валенин ГРИГОРЬЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.