Катек "Шевли" - лауреат

Чулхула облаçĕнчи Сартаково ялĕнче йăлана кĕнĕ фольклор фестивалĕ кăçалхипе 11-мĕш хут иртнĕ. Унта пирĕннисем те - Канаш районĕнчи Катекри "Шевле" фольклор ушкăн та - хутшăннă. Хутшăннă çеç мар, иккĕмĕш степеньлĕ лауреат пулса тăнă.

Халăх юррисене кăмăллакансем "Хрусталь çăраççи" фестивале çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăннă. Вĕсем - Удмурт, Мари, Пушкăрт, Чăваш, Тутарстан республикисенчи, Киров, Ярославль, Чулхула облаçĕсенчи юрă-ташă ăстисем.

Пĕтĕм Раççейри фольклор фестивалĕ пурин чĕри патне те уçă тупнă темелле, унта ятарласа килнисем çеç мар, ял çыннисем хăйсем те унăн хăнисем пулса тăнă: коллективсемпе пĕрле юрланă, савăннă, сăн ÿкерттернĕ. Алĕç ăстисен ярмăркки те шавласа-кĕрлесе çеç тăнă.

Н. ГЕОРГИЕВА