Кăтартмăшсем кирлĕ

26 Çу, 2016

Кăçалхи çулла Чăваш Енре туристсем валли кăтартмăшсем вырнаçтарма пултараççĕ. Ку ыйтăва Правительствăра сÿтсе явнă.

Михаил Игнатьев пирĕн республика виçĕ космонавтпа мухтанма пултарнине, кун пирки кашни утăмрах аса илтермеллине палăртнă. Республикăра туристсем валли вырнаçтарнă кăтартмăшсене, информаци стенчĕсене йĕркене кĕртмелле, хăшĕ-пĕрне çĕнетмелле. Ку ĕçе Республика кунĕччен вĕçлесен лайăхраххине палăртнă. Михаил Игнатьев тĕслĕх вырăнне Улатăр хулине илсе кăтартнă. Унта Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен паломниксем килеççĕ. Хăнасене хулари арçынсен мăнастирне çитмешкĕн йывăр мар — туристсем валли кăтартмăшсем пур. Каçхине вара информаци стенчĕсем çутатаççĕ.

Рубрика: