Кăтартăва кура – пулăшу

5 Çу, 2016

Анатолий Петров, Елчĕк районĕнчи фермер:

- Ял хуçалăх çыравне хаваспах хутшăнатăп. Паллă мероприяти çывхарнă май унăн историйĕпе те кăсăкланатăп, хальхипе танлаштаратăп. Патшалăх ертÿçисене кăтартусем планласа ĕçлеме кирлĕ вăл. Юлашки çулсенче АПК-ра пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Унччен ĕçлеме йывăр пулнă: техника, укçа-тенкĕ çитмен, патшалăх пулăшăвне туйман. 2006 çулхи çырав ял хуçалăхне, çав шутра фермерсене аталанма, вăй илме çул уçса пачĕ темелле. Çăмăллатнă кредитпа усă курса çĕнĕ техникăпа, технологипе ĕçлеме тытăнтăмăр, интернет çыхăнăвĕ пур. Малашне пулăшу илме те çыраври ыйтусене тĕрĕс, туллин хуравламалла. Ăна кура çÿлте ларакансем АПК-на, хушма хуçалăхсене мĕнпе пулăшмаллине палăртĕç.

Çырав хыççăн ялта пурăнакансене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерессипе мерăсем йышăнасса кĕтетĕп. Ку хăй хальлĕн пулмасть. Ял хуçалăхне лайăх пăхсан, кÿрентермесен ĕçлекенсем те пулĕç, производство ÿсĕ, çамрăксем те ялтах тымар ярĕç. Ун чухне çĕршыв ертÿçисемшĕн кăна мар, халăхшăн та усăллине туйса илĕпĕр.

Николай Гладков, Елчĕк районĕнчи «Нива» агрофирма ертÿçи:

- Çак мероприяти ял хуçалăхĕнчи çĕрсем, техника, ресурсĕ тата ыттине те пĕлме май парать. Хальхи вăхăтра ялта вăйпиттисен йышĕ чакса пыни, пулăхлă çĕрсене çумкурăк, йывăç-тĕм пусса илни пăшăрхантарать. Ютта каймасăр, вырăнти апат-çимĕçпех çĕршыва тăрантарма пултаратпăр. Пушă выртакан лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртсен продукци илесси татах ÿсĕ. Телее, Елчĕк тăрăхĕнче пушă выртакан çĕр çук. Кунта ĕçчен халăх пурăнать. Çапах ялсем ватăлни, ача-пăча сахалланса пыни сисĕнет. Çамрăксене ял хуçалăхне явăçтарма çĕнĕ программăсем кирлĕ. Хушма хуçалăха та ытларах пулăшмалла. Вĕсенчен фермер хуçалăхĕ йĕркелекен сахал-им?

Альбина Новикова, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» производство кооперативĕн ертÿçи:

- Çырав кирлех, мĕншĕн тесен халĕ хушма хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх нумай тытаççĕ, пахчаçимĕç, улма-çырла туса илеççĕ. Çавăнпа хамăр республикăра ял хуçалăх организацийĕсенче, фермер, хушма хуçалăхсенче мĕн чухлĕ продукци туса илнине, кредитпа, производствăра çĕнĕ технологипе усă курнине пĕлмеллех.

Иртнĕ çырав кăтартăвĕсем кивелнĕ ĕнтĕ. Пирĕн предприятире те унтанпа пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Вунă çул каялла 250 тонна аш-какай сутнă, пĕлтĕр вара 600 тонна ытла ăсатнă. Сĕт те ун чухне хуçалăхран 1700-1800 тонна кайнă, халĕ – 2500 тонна. Улшăнусем пур, лайăх енĕпе те, япăххипе те. Сухалакан-акакан çĕр пирĕн 2800 гектар ытларах. Вунă çул каялла икĕ хут сахалрах пулнă. Кайран арканнă хуçалăхсен лаптăкĕсемпе те усă курма тытăнтăмăр.

Иртнĕ çырав хыççăн вăя кĕнĕ «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе усă курса хуçалăхăн пурлăхпа техника базине çирĕплетнĕ. Кредитăн процент ставкине патшалăх саплаштарни пире укçа-тенкĕ енчен çаврăнса кайма май пачĕ. Унччен удобрени, ГСМ, вăрлăх туяннăшăн та хушса тÿленĕ. Халĕ субсиди сахалрах тивет. Çырав ял хуçалăх отраслĕнчи йывăр лару-тăрăва уçса парсан патшалăх ытларах пулăшма тытăнĕ-и, тен?

Лариса Никитина.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.