Кашни йĕрки – ахах пĕрчи

29 Авăн, 2016

«Поэзи çăлкуçĕ — илемре», — тенĕ Н.В. Гоголь. Чÿречерен йăпшăнакан хĕвел шевли, пахчари мăнкăмăллă та ĕлккен кĕлчечек, çуркуннепе чĕрĕлекен ешĕл курăкпа ачаш папка, çумăр хыççăн карăнакан асамат кĕперĕ, çилпеле вĕлтĕртетсе анакан сарă çулçă — çут çанталăкра йăлт илемпе, лăпкăлăхпа сывлать. Çеккунтсерен улшăнакан пурнăçра кашни саманта хаклама, унăн хитрелĕхне асăрхаса савăнма пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Çакна сăвăçран лайăхрах кам ăнлантăр-ха? Çавăнпа поэтăн нуши-терчĕ те илемлĕ — никамăнни пек мар, çивĕч туйăмлă, илĕртÿллĕ.

Тĕнче черченлĕхне курма, ыратăва чунсене сип-лекен пылак шерпете çавăрма сăмахăн чăн-чăн ăрăмçи çеç пултарать. Чăваш литературинчи çавăн пек ăстасенчен пĕри — Любовь Мартьянова. Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Çавра çил варринче манăн кун...» кĕнеки /тиражĕ — 500 экземпляр, редакторĕ — Ольга Иванова, ÿнерçи — Юлия Алексеева/ пичетленсе тухрĕ.

Любовь Васильевна 1950 çулхи раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапаш ялĕнче çуралнă. Октябрьскинчи вăтам шкулта пĕлÿ пухнă, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1974-1977 çулсенче Патăрьел районĕнчи Турханти вăтам шкулта учительте ĕçленĕ. 1977 çултан пуçласа нумай çул «Тăван Атăл» журналта вăй хунă. 1986 çулта СССР Писательсен союзне кĕнĕ.

Çыравçă — В.Митта ячĕллĕ преми лауреачĕ. Любовь Мартьянова — «Эпĕ чĕртнĕ вучах» /1982/, «Сенкер ачалăх» /1983/, «Шурă юр юрри» /1986/, «Йышăнман сăмахсем» /1991/ кĕнекесен авторĕ. Çĕнĕ кăларăмри сăвăсене икĕ пая уйăрнă: «...Илемшĕн кăна килменех çĕр çине, Çапах та — илемлĕ пурнасчĕ...» тата «...Сенкер куçсен сенкерлĕхне Чĕнеп сенкер ĕмĕтĕме...». Вулакана вĕсем туйăмсен тасалăхĕпе, хăйне евĕрлĕ кĕвĕлĕхĕпе тата тарăн шухăшлăхĕпе тыткăнлаççĕ. Кашни йĕрки — ахах пĕрчи. Вуласа киленер-ха эппин:

Шур кайăкăн шур тунсăх вĕçсе анĕ

Калайман сăмах тĕшши çине.

Çеçкеленĕ те — кĕвве куçса шăранĕ

Чун парса чулланнă чунсене.

Лирика геройĕн юратăвĕпе çепĕçлĕхĕ çăлкуç таппи пек иксĕлми. Хăйĕншĕн çеç тăрăшасси, каппайланасси ют ăна. Ĕçĕсене таса чун тараси çине хурса виçни урăхла пулма май памасть. Çывăх çынна телейпе хавхалану пиллени хăйне те çунатлантарать:

Сан телейне курса —

пин хут телейлĕрех эп.

Сан савнăçна курса —

пин хут савнăçлăрах.

Эс шăппăн, вăтанса юрлан пулсассăн

Эп саспа, савăнса юрлап.

Сан кăмăлна курса —

пин хут кăмăллăрах эп.

Сан туйăмна туйса —

пин хут туйăмлăрах.

Ултавпа, кĕвĕçÿпе е тÿрккеслĕхпе тĕл пулсан та каçарма, çĕнĕрен ура çине тăма, кулленхи пурнăçпа савăнма хал çитерет лирика харкамçи:

Ÿкнĕ те тăнă, утатпăр,

Эй, çавăрттар, çавра çил.

Чĕрĕ-ха, сывă, пурнатпăр,

Пур талпăнмалăх ăш пил.

Кун-çулĕ «çавра çил варринче» иртет пулин те, йăлт витĕр курать, ăнланать сисĕмлĕ сăнар, ырра шанма пăрахмасть. Йывăрлăхсене парăнманлăхпа хаваслăх — унăн çулташĕсем. Вĕсемех лирика геройĕн тĕнчине — асамлăхпа хăтлăх, чунне канăçлăхпа ăшпиллĕх илсе килеççĕ.

Каллех телейлĕ эп,

каллех яланхиллех.

Утас çĕртен чупатăп эп,

ÿкместĕп пек текех.

 

Каллех мăнаçлă эп,

каллех ĕнерхиллех.

Чупас чухне вĕçетĕп эп,

çитетĕп пек кĕçех.

 

Каллех хаваслă эп,

каллех унчченхиллех.

Манас çĕртен çунатăп эп,

саватăп çирĕпрех.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.