Кашни пĕве çумне инспектора çирĕплетеймĕн
27 Jun, 2016

Çуллахи шăрăх вăхăтра пирĕнтен нумайăшĕ шыва кĕрсе уçăлма тăрăшать. Çакнашкал кану тĕпрен илсен савăнăç кÿрет, тимлĕхпе асăрханулăха çухатсан вара инкек патне те илсе çитерме пултарать. Пĕве е юханшыв хĕрринчи кану хăрушсăр ирттĕр тесен чи малтан мĕн шута илмелли çинчен Чăваш Республикинчи пĕчĕк карапсен патшалăх тĕп инспекторĕ Герман Майков брифингра каласа кăтартрĕ.

Вăл кăçалхи çу-çĕртме уйăхĕсенче Чăваш Енре 9 çын путса вилнине /çĕртмен 22-мĕшĕ тĕлне\ пĕлтерчĕ, çав шутран 2-шĕ — ача, пĕри — çул çитмен çамрăк. "Аслисем пирки калас тăк çут тĕнчерен уйрăлнисенчен ытларахăшĕ шыва эрех ĕçнĕ хыççăн кĕнĕ. Акă çĕртмен 21-мĕшĕнче пулнă инкеке илер. Ун чухне Шупашкар районĕнчи Атăльял пĕвинчен çăлавпа шырав службин водолазĕсем 28 çулти çамрăкăн кĕлеткине туртса кăларнă. Каярахпа çакă палăрнă: арçын хаяррине сыпнă. Хыркасси ялĕнче пурăннă 52-ри арçын та кÿршĕ ялти пĕвене ÿсĕрле кĕнĕ. Унăн кĕлеткине пĕрле канакансем тупайман, çавăнпа водолазсене чĕннĕ, — каласа кăтартрĕ Герман Геннадьевич. — Палăртни вырăнлă: шыв объекчĕсенчи инкексен 85% ялсенче, шыва кĕме ятарласа хатĕрлемен вырăнсенче, пулать. Путса вилекенсен 75% шыва эрех ĕçсе кĕрет. Ÿсĕршĕн тинĕс те чĕркуççи таран çеç пек туйăнать ахăртнех. Çавăнпа пĕрремĕш тата тĕп сĕнÿ — эрех-сăра ĕçсен шыва ан кĕрĕр!"

Герман Майков çынсене официаллă майпа уçнă пляжсенче тата кану валли ятарласа хатĕрленĕ вырăнсенче канма чĕнсе калать. Паянхи кун пирĕн республикăра 14 пляж ĕçлет: 8-шĕ — Шупашкарта, ыттисем — Çĕнĕ Шупашкарта, Сĕнтĕрвăрринче, Етĕрнере, Куславккара. Пĕчĕк карапсен патшалăх тĕп инспекторĕ каланă тăрăх — вĕсен тĕпне водолазсем тĕрĕсленĕ, çыран хĕррине хăйăр тăкнă, кирлĕ оборудованипе пуянлатнă, çав шутрах — çăлав тата пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ памалли хатĕрсемпе те. Кашни сменăра 3 çăлавçă-матрос тата 1 медик дежурствăра тăраççĕ. Шыва кĕме юракан вырăнсене чикĕленĕ, çав шутрах — буексемпе те. Çавăн пекех республикăра кану валли хатĕрленĕ 17 вырăн пур: вĕсенчен ытларахăшĕ — Муркаш, Вăрмар, Çĕрпÿ тата Красноармейски районĕсенче. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем тăрăшнипе вĕсен тĕпне водолазсем тĕрĕсленĕ тата тасатнă, çыран хĕррине хăйăр тăкнă, хĕвелтен хÿтĕленмелли "кăмпа" вырнаçтарнă. Чăн та, çав вырăнсенче çăлавçăсемпе медицина ĕçченĕсем çук, çапах пачах пĕлмен-курман çĕрте шыва кĕни мар çакă.

Чи пăшăрхантараканни — ачасем путса вилни. Кăçал кунашкал инкек Çĕмĕрле районĕнче пулнă, пĕр çемьери икĕ арçын ача ялти пĕвере шар курнă. Герман Майков ачасене шыв хĕррине хăйсем тĕллĕнех ямалла марри пирки асăрхаттарчĕ. Ашшĕ-амăшĕн юнашар чухне те пепкисене куçран вĕçертмелле маррине пусăм тусах каларĕ. Иртен-çÿрене те шыв хĕрринче аслисемсĕрех айкашакан ачасене курсан пĕчĕкскерсене пĕве-кÿлĕ хĕрринчен аяккарах илсе кайма тата ашшĕ-амăшне шăнкăравласа пĕлтерме сĕнчĕ. МЧС ĕçченĕсем çуллахи каникул вăхăтĕнче шкул çумĕнчи тата сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче ачасене хăрушсăрлăх йĕркисене аса илтерес тĕллевпе тĕлпулусемпе конкурссем ирттерни çинчен каласа кăтартрĕ. Пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн инспекторĕсем пляжсен акваторийĕнче кулленех профилактика рейчĕсем йĕркеленине, канакансене хăрушлăх пирки асăрхаттарнине палăртрĕ.

Хăрушлăх тенĕрен, вăл питĕ лайăх ишме пĕлекенсене те пырса тивме пултарать. "Хĕвел çинче хĕртĕннĕ хыççăн тÿрех сивĕ шыва сикме ан васкăр! Вĕриленнĕ кĕлеткешĕн çакă — пысăк стресс. Температура питĕ хăвăрт улшăннăран шăнăр туртма, сывлăш çитмессе е чĕрене япăх пулма пултарать. Организм хăнăхтăр тесен малтан çыран хĕрринче чÿхенсе илĕр, шыва васкамасăр кĕрĕр. Ишнĕ чухне хăвăр вăя тивĕçлипе хаклăр, аякка ан кайăр. Буексем тепĕр енче питĕ тарăн пулма, сивĕ çăлкуç тапма е ытти чăрмав пулма пултарать", — асăрхаттарчĕ Герман Геннадьевич.

Г.Майков кашни пĕве-юхан­шыв çумне инспектора çирĕплетме май çуккине палăртрĕ, çавăнпа шыва кĕрекенсен чи малтан хăйсен тимлĕ пулмалла. "Шыв çăмăлттайлăха каçармасть. Хăвăрăн тата çывăх çыннăрсен сывлăхĕпе пурнăçне упрăр!" — пĕтĕмлетрĕ вăл.

 Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА