Кашлатăр вăрман

Çĕршывра «Симĕс Раççей» акци пырать. Унăн пуçаруçи — Пĕтĕм Раççейри «Симĕс Раççей» обществăн экологи организацийĕ.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи вăрманлăх учрежденийĕн коллективĕ Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Ан¬дриян Николаев космонавт летчик тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут вĕçсе хăпарнăранпа 55 çул çитнине халалласа Турханкасси участокĕнчи 1,2 гектар çинче лиçвак лартнă.

«Пĕтĕм Раççейри вăрман чĕртмелли кун» акцие Атăл леш енчи Шупашкар вăрманлăхĕнче, 2010 çулта вут-çулăм алхаснă участокра, йĕркеленĕ. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсем, организаци-предприяти, общество организацийĕсен представителĕ¬сем, волонтерсем, вĕренекен çамрăксем — тавралăха симĕслентерессишĕн тăрăшакан 250 çын — хутшăннă, Колесов хĕççисемпе 8 гектар çинче 40 пин тĕп хунав лартнă.

Акци пынă вăхăтра республикăри парксенче, скверсенче, аллейăсенче 170 гектара, çав шутра вăрманлăхсенче 28 гектара ешĕллентерме, 300 гектар çинче каяш пуçтарма, çут çанталăка хÿтĕлессипе çыхăннă темăпа шкулсенче уроксем ирттерме палăртнă. Йывăçсене пушар пĕтернĕ лаптăксенче хунав лартас ĕçе çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче малалла тăсĕç.

Юрий СЕРГЕЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.