Кăсăклă кану

14 Кăрлач, 2016

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче республикăра 1700 мероприяти иртнĕ. Унта 500 пине яхăн çын хутшăннă. Çавна май культура учрежденийĕсем кану кунĕсенче 9 миллиона яхăн укçа ĕçлесе илнĕ.

Тĕп хулари «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче иртнĕ уявра Екатеринбургран килнĕ «Твизл шоу» «Щелкунчик на льду» постановкăпа савăнтарнă. Ăна 8,5 пине яхăн ача курнă. Кăрлачăн 3-7-мĕшĕсенче «Пĕр район юмахĕ» проект пурнăçа кĕнĕ. Чăваш Енре пурăнакансем кану кунĕсенче Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкар хулинче иртнĕ мероприятисене çитсе курма пултарнă. Унта хуран кукăлĕ пĕçерме вĕрентнĕ, лаша кÿлсе ярăнтарнă... Çак районсене çитсе килнисем ятарлă картта çине пичет ларттарнă. Çапла 300 çын Лакрей вăрманне, «Шупашкар-Арена» пăр керменне, тĕп хулари театрсене çулталăкĕпех тÿлевсĕр çÿремелли абонемента тивĕçнĕ.

Рубрика: