«Капкăн» журналăн 20-мĕш кăларăмĕ!

29 Юпа, 2014

PDF-верси. 20-мĕш номер кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн «Çул инкекĕ çинчен каласа ăнлантарать» ÿкерчĕкĕпе уçăлать. Иккĕмĕш страницăра «Шкул хатĕрĕсен пасарĕ» ÿкерчĕк вырнаçтарнă.

«Саккун сакки» рубрикăра «Тăлăха - пурăнма юрăхсăр çурт», «Алимент хыçран хăваласан», «Шанма шан та...» корреспонденцисем пичетленнĕ.

Пирĕн вулакансем журналпа тачă çыхăну тытаççĕ, редакцие çырусем, кăсăклă материалсем тăтăшах ярса тăраççĕ. Ку кăларăмра Пушкăрт Республикинче пурăнакан Аркадий Русаковăн «Ăнман евчĕ», Л. Саринен «Телейлĕскер» кулăшла калавĕсем, А. Вишневскин «Юрату юрлаттарать» корреспонденцийĕ çапăннă.

Çавăн пекех журналта «Салма çиесси пулмарĕ» фельетон пур. Унăн авторĕ Г. Федотов.

Кăларăмра «Пултаракансемпе култаракансем», «Йĕплĕ йĕркесем», «АХ, анчах», «Ан та кала» рубрикăсенчи кăсăклă хайлавĕсемпе паллашма пулать. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.