Кантăр ÿснĕ улăхра...

31 Çурла, 2015

Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче Улатăр районĕнчи пĕр ялта наркополицейскисем хирте ÿсекен кантăр вăррине пухнă çамрăксене тытса чарнă. Улатăрта пурăнакан 22 çулти йĕкĕтсем ÿсен-тăрана хăйсем валли пухнă. Çакна уйрăма çитсен те пытарман. Вăрă шăпах çурла варринче пулса çитнĕрен çак вăхăтра нумай наркомана илĕртет вăл.

Экспертсем хакланă тăрăх, çамрăксен сумкисенче 1,344 килограмм типĕтнĕ марихуана тупнă. Тытса чарнисен тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсене пысăк виçеллĕ наркăмăша саккунсăр майпа упранăшăн айăплаççĕ. Следстви малалла пырать.

Наркополицейскисем эсир наркăмăш упракан е хатĕрлекен вырăн тĕлне курнă е çак амака салатакан çынна паллатăр пулсан «шанăç телефонĕпе» - 8 /8352/ 23-01-00 - шăнкăравлама ыйтаççĕ. Вăл талăкĕпех ĕçлет. Сирĕн ятăр-шывăр вăрттăнлăхра юлĕ.

Татьяна НАУМОВА.

Рубрика: