Кантăр «тусĕсем» çакланнă

25 Çурла, 2015

ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн оперативникĕсем Улатăр районĕнчи пĕр ял тăрăхĕнче саккунсăр ĕç-хĕле явăçнă çамрăксене тытса чарнă. 22 çулсенчи Улатăр каччисем хăй тĕллĕн шăтса тухнă кантăр тăррисене татса çÿренĕ. Вĕсене иккĕшне те управлени уйрăмне илсе çитернĕ.

Çамрăксем наркополицейскисене кантăра хăйсене валли пухни çинчен каласа кăтартнă. Август уйăхĕн варри тухăç пухса илмелли чи ăнăçлă тапхăр. Çак вăхăтра кантăр пулса çитет, наркотик тусĕсене илĕртме пуçлать. Çавна май наркополицейскисен ĕçĕ тата та нумайланать.

Экспертсем палăртнă тăрăх, Улатăр районĕнче тытса чарнă каччăсен кутамккисенчи типĕтнĕ «курăк» виçи - 1,344 кг. Çамрăксен тĕлĕшпе РФ УК 228-мĕш статйипе уголовлă ĕç пуçарнă. Хальхи вăхăтра следстви пырать.

А.ПЕТРОВ